26 августа 2009 г.

Чăваш патшалăх университечĕн филологипе культура факультетĕнче вĕренет Тралькасси хĕрĕ Татьяна Галкина. Иккĕмĕш курс пĕтерсе виççĕмĕшне ăнăçлă куçнă. Пике сессие аван вĕçленĕ. "Студент пурнăçĕ мана питĕ килĕшет, – тет хĕр упраç. – Университетра иртекен мероприятисене хутшăнатăп. Кăçал Çветтуй Татьяна кунне халалласа конкурс пулчĕ, эпĕ унта ташларăм".
Юрă-кĕвĕ тĕнчипе те çывăх Т.Галкина. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл юрлама тытăннă: пĕччен те, Оксана Чернова тус-тантăшĕпе пĕрле те. Çавăнтанпа юрату, туслăх, тунсăх çинчен шăрантарать вăл.