29 августа 2009 г.
Шупашкарта иртнĕ эрнере "Самая реальная сказка" илемлĕ фильма ÿкерекен съемка ушкăнĕ ĕçе пуçăннă. Чăваш Енре пĕтĕм фильма мар, темиçе сцена кăна ÿкерĕç.
Съемка валли чукун çул вокзалне суйланă. Мĕншĕн тесен Шупашкарти çак вокзал темиçе параметрпа та йĕркелÿçĕсене килĕшнĕ: вăл шăп, таса, провинцири. Унсăр пуçне вокзал ертÿçисем те хирĕç пулман.
Съемка ушкăнне Сергей Безруков ертсе пырать. Вăл пĕр вăхăтрах генеральнăй продюсер, сценарист тата тĕп роле – ухмах Йăван – вылякан.