АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене – пурнăçа

29 августа 2009 г.

Августăн 25-мĕшĕнче районти "Культурăпа кану центрĕ" автономи учрежденийĕнче районти учительсен августри конференцийĕ пулса иртрĕ. Пухăннисене чи малтанах ачасен пĕчĕк ушкăнĕ сцена çине тухса саламларĕ. Конференцие район пуçлăхĕ Александр Иванович КРИКОВ уçрĕ, вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитнĕ май кирлĕ те пархатарлă ĕçшĕн ăшшăн саламласа тав турĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Николаевна Шереметьева "Районти вĕрентÿ ĕçне аталантармалли паянхи тата малашнехи механизмсем" темăпа доклад туса пачĕ.

– Педагогсен паянхи конференцийĕнче эпир иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр, – терĕ Татьяна Николаевна. – Кунпа пĕрлех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Дмитрий Медведевăн "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци вĕрентĕвĕн пуçарăвне тĕпе хурса тата "Чăваш Республикинчи 2040 çулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн Стратегийĕсем" программăна пурнăçласа çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче приоритетлă çул-йĕре палăртатпăр.

21-мĕш ĕмĕрте пирĕн пысăк пĕлÿллĕ, культурăллă, сывлăхлă, професси тĕлĕшĕнчи çÿллĕ шайри çынсем хатĕрлемелле. Çавна май вĕрентÿ ĕçĕ ача çуралсанах пуçланмалла. Хальхи вăхăтра районта шкул çулне çитменнисен икĕ учрежденийĕ, пилĕк пуçламăш шкул – ача сачĕ пур. Çавăн пекех шкул çулне çитмен тăхăр ушкăн йĕркеленĕ. Ялсенче пĕр çултан пуçласа çичĕ çулхи 846 ача пурăнать. Вĕсенчен 552-шне е 65,2 процентне шкул çулне çитменнисен ушкăнне явăçтарнă.

2008 çултан пуçласа районта шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕсем ытларах кирли палăрчĕ. Ача сачĕсемпе шкулсенче хушма вырăнсем йĕркелени те çак ыйтăва татса параймасть. 2009 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Хĕрлĕ Чутайри, Питĕркассинчи тата Серенкассинчи шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене хăйсен ачисене вырнаçтарма 166 çын черетре тăрать. Çакна шута илсе Питĕркассинче 55 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ туса лартни, Атнарта шкул çулне çитменнисен хушма ушкăнне уçни кирлĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: ку тарана çитсе те районта çемьери тата килти ача сачĕсем йĕркелемен.

Вĕрентÿ аталанăвĕн Стратегийĕсенче сывлăх енчен хавшак ачасене тĕрĕслесе тăрассине, вĕсен пултарулăхне, ăс-тăнне тата сывлăхне аталантарассине тĕп вырăна хунă. Шел пулин те, япăх сывлăхлă пепкесен йышĕ ÿссе пырать. Çапла вара кашни ача садĕнче логопед штачĕ пулмалла. Педагогсемпе тата медиксемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕсен, асламăшĕсемпе аслашшĕсен те сыв мар ачасемпе ĕçлеме хăнăхмалла.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче районта пуçласа пĕрремĕш класа каякан ачасен сывлăхне диагностика майĕпе палăртма тытăннă. Мониторинг тĕллевĕ – пепкесем шкула кайма хатĕрленсе çитнине тĕрĕс палăртасси. Паян шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмĕ республика конкурсĕсене хутшăнассипе малта пырать. Вĕсенче территорисене тирпей-илем кĕртесси тĕп вырăнта. 2007 çулта "Пилеш" ача сачĕ республикăри конкурсра ку енĕпе грант çĕнсе илчĕ. 2008 çулта та коллектив Чăваш Енре лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ, 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Кăçал "Хĕвел" ача сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне – 200 пин тенкĕ илчĕ.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен ĕçĕпе нумайăшĕ кăмăллă. Вĕсенче республикăра палăрнă, пултаруллă педагогсем вăй хураççĕ. Акă, "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕсем Ирина Абакумовапа Надежда Гусельщикова ЧР Президенчĕн çуллен уйăракан 10-шар пин тенкине тивĕçрĕç.

Шкулсенче паян малтанхи çитĕнÿсене кăна мар, малашне кирлĕ пулакан технологисене те вĕрентмелле. Çак тĕллеве пурнăçлама пирĕн районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 15 шкул (5 вăтам, 5 тĕп, 5 пуçламăш шкул – ача сачĕ) пур. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче 1983 ача пĕлÿ илнĕ. Вăтам пĕлÿ илнисенчен 2005 çулта 42,6 проценчĕ, 2006 – 53,6, 2007 – 47, 2008 çулта 63,9 проценчĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ.

Пуçламăш шкулсенче вĕрентÿ стандарчĕсене кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçе кĕртме тытăнаççĕ. Çапла вара пахалăх çине тимлĕрех пăхмалла пулать. Акă, юлашки сакăр çул хушши эпир 11-мĕш классемпе пĕрле Пĕрлехи патшалăх экзаменне пурнăçа кĕртсе пытăмăр. Пĕлтĕр вара 9-мĕш класра вĕренекенсем муниципаллă пĕрлехи экзаменсене тытрĕç. Кăçал 4-мĕш классене çÿрекенсем виçĕ предметпа пĕрлехи тĕрĕслев ĕçĕсене пурнăçларĕç.

9-мĕш класс пĕтерекенсем, пурĕ 229 ача, вунă предметпа пĕрлехи муниципаллă экзамен, çав шутра алгебрăпа, вырăс тата чăваш чĕлхисемпе обязательнăй йĕркепе экзамен панă. 133 выпускник Пĕрлехи патшалăх экзаменне икĕ предметпа тытнă. 88 проценчĕ виçĕ е ытларах экзамен панă. Сăмах май, 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче 54,6 процент кăна пулнă. ППЭ тытайман выпускниксен хисепĕ 2,3 процентпа танлашнă.

Вĕренекенсен тавра курăмне анлăлатас ĕçре вĕсене конкурссемпе ăмăртусене хутшăнтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Шкулти, районти, республикăри олимпиадăсене хутшăнакансен йышĕ çултан çулах ÿссе пырать. Кăçал аслă классенчи кашни вĕренекентен виççĕмĕшĕ тĕрлĕ кĕрешÿсене хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен республикăри тапхăрĕнче вырăс чĕлхипе Михаил Чемалинов (вĕрентекенĕ А.Г.Магаськина), Валентина Улянды (Г.П.Артемьева) виççĕмĕш вырăнсене, хăрушсăрлăх пурнăçĕн никĕсĕпе (ОБЖ) Петр Гусельщиков (преподавателĕ Э.В.Романов) иккĕмĕш вырăна тухнă. П.Гусельщиков шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадин юлашки тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çавăн пекех вăл физкультурăпа республикăра – тăваттăмĕш, Валентина Улянды экологипе – пиллĕкмĕш, биологипе – çиччĕмĕш (вĕрентекенĕ Е.Н.Орлова), Елена Фадеевапа Оксана Ермолаева литературăпа – тăххăрмĕш (Г.Ю.Селянкина), Жанна Огаринова правопа вуннăмĕш вырăн (В.В.Кабардаев) йышăннă. 2008-2009 вĕренÿ çулĕнче 15 ача "Excelsior" тĕпчев конкурсне хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Хусанушкăнчи тĕп шкулта пĕлÿ илекен Евгений Долгов республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Çапах та ку енĕпе нумай çĕрте çителĕксĕр ĕçленине палăртса хăвармалла.

Хальхи вăхăтра шкулсенче 121 класс ертÿçи, хушма вĕрентĕвĕн 40 педагогĕ, 1 педагог-психолог, 11 социаллă педагог, 9 аслă вожатăй, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен 4 çумĕ ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлет. 2010 çул тĕлне районта профиллĕ вĕренÿ çине куçас тапхăр вĕçленет. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче 2006-2007 вĕренÿ çулĕнчех ĕçе йĕркеленĕ. Унта виçĕ çул-йĕрпе – социаллă-гуманитарлă, çут çанталăкпа наука тата технологи тĕлĕшпе пĕлÿ пама пуçланă. Мăн Этмен тата Çĕн Атикасси вăтам шкулĕсенче те ку енĕпе ĕç япăх мар пырать. Сăмахран, Мăн Этменте чăваш чĕлхине вĕрентессине профиллĕ йĕркепе туса пыраççĕ. Çакă ÿсĕм тума пулăшни куç умĕнчех. 2009 çулта шкула чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре инноваци технологийĕпе усă курма грант пулăшăвĕ панă.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче психикăпа педагогика центрĕн сотрудникĕсем шкул ачисемпе тата çул çитменнисемпе 1911 заняти ирттернĕ, 2687 çын диагностика витĕр тухнă. "Шанăç" телефон службине 200 ыйту панă.

Паянхи куна профилактика учетĕнче 14 ача шутланать. Çав шутран тăххăрăшĕ – шкулта вĕренекенсем (64,2 процент). Шкулта 91 ача учетра тăрать. Çул çитменнисем право йĕркине ан пăсчăр тесе директорсен вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕсем, аслă вожатăйсем нумай ĕçлеççĕ. Вĕсем кашни кварталтах ку енĕпе ирттерекен семинарсене хутшăнаççĕ. Çапах та районĕпе йĕркесĕр 51 çемье шутланать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çакăн пек кил-йышăн 80 процентне çитсе курнă, административлă 66 протокол çырнă, 6 çынна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, çул çитменнисен пурăнма мĕнле условисем пуррине тĕпченĕ. Тăхăр обществăлла воспитатель (çав шутра икĕ педагог) хăйсен воспитанникĕсем пурăнакан килсенче пулать, профилактика калаçăвĕсем ирттерет.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче воспитани ĕçне палăртма инноваци проекчĕсен çичĕ конкурсне йĕркеленĕ. 80 класс ертÿçи – шкулти, 21 вĕрентекен районти конкурссене хутшăннă. Атнарти Сергей Мигушкин, Хĕрлĕ Чутайри Ирина Захарова ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин дипломĕсене çĕнсе илнĕ.

Çитĕнекен ăру çамрăк армеецсен вăййисене килĕштерни паллă. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем, ОБЖ преподавателĕ Эдуард Романов ертсе пынипе, "Орленок" вăййа хутшăнса республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Докладчик хăйĕн калаçăвĕнче çавăн пекех Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, ачасен искусство шкулĕн ĕçĕсем çинче, район пуçлăхĕн А.Криковăн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, "Ядринмолоко" уçă акционерла обществăн генеральнăй директорĕн Н.Маловăн стипендийĕсене илме тивĕçнĕ ачасем пирки чарăнса тăчĕ.

Пирĕн вĕренекенсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен премийĕсемпе стипендийĕсене илме тивĕçнĕ. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи 10 "А" класри Петр Гусельщиков талантлă çамрăксене пулăшма уйăрнă преми лауреачĕ пулса тăнă, ăна 60 пин тенкĕ панă. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи Эдуард Дадюков, Шулю тĕп шкулĕнчи Надежда Рябикова ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăраççĕ. Валентина Улянды вĕренекен те (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) ЧР Президенчĕн стипендине кашни уйăхрах 400 тенкĕ парса пулăшнă.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсен 70 ĕçченĕ аттестаци витĕр тухнă. 7 çын аслă категори, 45-шĕ – пĕрремĕш, 12-шĕ иккĕмĕш категори илме тивĕçнĕ. 48 вĕрентекен тĕрлĕ курссенче хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕ. Вĕрентÿ пайĕ педагог-новаторсемпе çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес ыйтупа семинарсем ирттернĕ.

Вĕрентÿ аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе педагогика опычĕн малта пыракан банкĕ çĕнĕ çынсемпе пуянланса пырать. Кăçал Валентина Кудряшова РФ Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илсе ун йышне пуянлатрĕ. Ачасен искусство шкулĕн преподавательне Ираида Спиридонована ЧР Президенчĕн 10 пин тенкĕлĕх премийĕпе хавхалантарнă.

Вĕрентÿ ĕçĕнче шкулсен инфратытăмне çĕнетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пурте паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 240 вырăнлă хушма çуртăн проектпа смета документацине хатĕрлесе çитернĕ. Штанаш шкулĕн тăррине тĕпрен юсама вырăнти бюджетран 706,095 тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех Шулю шкулне газ кĕртме 300,0 пин тенкĕ парса пулăшнă.

2008-2009 вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсен 83 процентне вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Пуçламăш шкулсенчи ачасен 100 проценчĕ апатланать. Тĕп шкулсенче вĕренекенсен 80 проценчĕ, вăтам шкулсенче 70 проценчĕ апат çиет. Штанаш шкулĕнче вара ачасене кунне икĕ хутчен апат çитереççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пуçламăш классенчи сĕтел-пукана çĕнетес тĕллевпе 284711,52 тенкĕ тăкакланă. ОБЖ пÿлĕмĕсене 277091 тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă. Шкулсене вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе тата оборудованипе тивĕçтерме 1517575,90 тенкĕпе усă курнă.

"Чăваш Республикинчи 2040 çулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн Стратегийĕсем" программи тата Раççейри вĕрентĕвĕн çĕнĕ моделĕ - анлă документсем, вĕсене пурнăçлас тесен талантлă ачасене пулăшни, шкулсен инфратытăмне çĕнетни, ачасен сывлăхне çирĕплетни питĕ кирлĕ.

Доклада сÿтсе явма Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул директорĕн çумĕ И.А.Романова, Питĕркасси вăтам шкулĕн истори учителĕ А.В.Фадеева, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи ОБЖ преподавателĕ Э.В.Романов, Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ В.М.Коракова, тĕп больница педиатрĕ Н.В.Ефремова, Штанаш шкулĕн директорĕ В.Н.Парикова, Мăн Этмен шкулĕн директорĕ М. И.Ярадаева, шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Н. Аливанкина, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин хутшăнчĕç, вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ меслетсемпе ĕçлеме, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшакан канашсемпе сĕнÿсем пачĕç.

Хастар, пултаруллă педагогсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Учительсен августри конференцийĕн ĕçне Чăваш Республикин çут çанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Сергей Дринев, ЮНИТЭКС-ăн хушма вĕрентĕвĕн техника пултарулăх центрĕн пай заведующийĕ Светлана Пудовкина хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, ĕçре пысăк кăтарту тунă педагогсене наградăсемпе хавхалантарчĕç.

Юлашкинчен учительсен августри конференцине хутшăннисем вĕрентÿ ĕçне лайăхлатма май паракан йышăнусене палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика