29 августа 2009 г.

Августăн 26-мĕшĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ И.Л.ХОРАСЬКИН ертсе пычĕ.
Чи малтанах кăçалхи çичĕ уйăх хушшинчи районти çул-йĕр çинчи лару-тăру пирки калаçу пычĕ. Ку ыйтăва ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ А.Майоров тишкерчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта 7 авари пулнă, вĕсенче 9 çын аманнă. Кунсăр пуçне руль умне ÿсĕрле ларнă 81 водителе тытса чарнă, çул-йĕр правилисене пăснă 2607 тĕслĕх пулнă, 1032 водителе пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн айăпланă, должноçри 26 çынна административлă явап тыттарнă. Александр Аркадьевич çул-йĕр çинче ача-пăча аманасси, иртнĕ çулпа танлаштарсан, виçĕ хут ÿснине пăшăрханса каларĕ. Акă, çичĕ уйăх хушшинче ачасемпе çыхăннă 3 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсенче 4 ача суранланнă. 2008 çулта вара пĕр аварире пĕр ача аманнă. Çавăнпа вăл ача сачĕсенче, шкулсенче çул-йĕр правилисене вĕрентесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Ку енĕпе шкул директорĕсемпе çывăх вăхăтрах тĕл пулса калаçма, çавăн пекех вĕренÿ çулĕ пуçлансанах районти пур шкула та çитсе ку çивĕч ыйтупа ачасемпе калаçусем ирттерме шантарчĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕн, воспитательсемпе учительсен те ку тĕлĕшпе кулленех тенĕ пек тимлемелле. Çавăн пекех Александр Аркадьевич шкул директорĕсен ачасене вĕрентÿ заведенине велосипедпа (саккунпа 14 çулччен велосипедпа çул çине тухма юрамасть), скутерпа (16 çулччен чараççĕ) çÿреме юраманни пирки асăрхаттармалла терĕ.
Унтан А.Майоров шкул маршручĕсене вĕренÿ çулĕ умĕн тĕрĕслени пирки чарăнса тăчĕ. Çул-йĕре пăхса тăракан подрядчиксен çитменлĕхсем çук мар. Уйрăмах Çĕмĕрлери ТПУ-н вĕсем нумай, чылай çĕрте çул-йĕр паллисем çитмеççĕ имĕш. Тĕп паллăсене çывăх вăхăтрах вырнаçтармалла, мĕншĕн тесен вĕренÿ çулĕ тепĕр эрнерен пуçланать, шкул маршручĕсем уçăлаççĕ. Подрядчиксем çак ĕçе пурнăçлама шантарчĕç. Кунтах çакна каласа хăвармалла, çул-йĕр паллисене чылай çĕрте авса юрăхсăра кăлараççĕ, çынна темшĕн-çке вăл чăрмантарать. Подрядчиксен вара каллех унта çĕнĕ паллă вырнаçтарма тивет. Сăмах май, çул-йĕр паллисен хакĕ йÿнех мар.
Ĕç çи вăхăчĕ пынă май, хуçалăхсенчи водительсемпе механизаторсем пирки те çивĕч калаçу пычĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăсене тĕрĕслев витĕр кăларман пулин те ĕçе явăçтараççĕ. Кунта "Асамат" обществăна япăх енчен асăнмалла. Чылай çĕрте руль умне эрех сыпнă ĕçченсем лараççĕ иккен. Çавăнпа кайран инкек тÿсетпĕр. Çакна "Свобода" хуçалăхри тĕслĕх те çирĕплетсе парать. Районти хуçалăхсенче ("Коминтернсăр" пуçне) ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем çуккине те асăнчĕç комисси членĕсем. Ку питĕ япăх. Рейс умĕнхи тĕрĕслев витĕр те тухмаççĕ водительсемпе механизаторсем. Хăшĕсене ятарлă удостоверени çук пулин те ĕç çи вăхăтĕнче ĕçлеттереççĕ. Дисциплина енĕпе "Нива" хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартнине палăртса хăварчĕç ларăва пухăннисем.
Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева подрядчиксене шкул маршручĕсене вĕренÿ çулĕ пуçланиччен йĕркене кĕртме ыйтрĕ. Çавăн пекех ачасем çул çинче аманассине асăрхаттарассипе пурин те пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ. Хуçалăхсенчи дисциплина хавшакки тепĕр чухне ачасемпе инкек пуласси çине те витĕм кÿнине пĕлтерчĕ, хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕ пуçланиччен çулсеренех хуçалăх ертÿçисемпе, водительсемпе, механизаторсемпе, инженерсемпе тĕл пулма сĕнчĕ, вырăнта дисциплинăна çирĕплетмелле терĕ. Пур йывăрлăха та кризиспа сăлтавлани вырăнсăррине çирĕплетрĕ, çын пурнăçĕ çине юлашки вăхăтра алă сулни çинчен пăшăрханса калаçрĕ.
И.Л.Хораськин ларăва пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртрĕ: ĕç сыхлавĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, пурте хăй йĕркипе пулса пырать тесе шанса лармалла мар; пурин те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла; шкул маршручĕсене хăвăртрах йĕркене кĕртмелле; ачасем çул çинче аманассине асăрхаттарассипе пурин те пĕрле канашласа ĕçлемелле.