АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев ыйтăвĕсене – тимлĕх

02 сентября 2009 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче пулнă, ĕç коллективĕпе курнăçнă, хими промышленноçĕн предприятийĕсем Республикăн Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009 çулта хушма ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программине пурнăçлама хутшăнас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Заводăн çĕнĕ продукцийĕн тĕслĕхĕсемпе паллашнă май Президент кунта ĕçлекенсемпе калаçнă, тĕнче тата Раççей экономикинчи лару-тăру ансат маррине пăхмасăр В.И. Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ кăтартăвĕсем япăх маррине палăртнă. «Эсир иртнĕ çулсенчи йывăрлăхсене тÿссе ирттерме пултартăр, халĕ лайăх кăтартусемпе савăнтаратăр. Сире ырми-канми ĕçшĕн, завода юратнăшăн тав тăватăп», – тенĕ Н.Федоров. Предприяти ĕçченĕсене наградăсем панă. Николай Тюбалин шлифовщик тата производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Михаил Резников «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ, Анатолий Яковлев инженер-испытателе Тав тунă.

Халăха хушма ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă канашлура Президент хими промышленноçĕн отраслĕн ертÿçисене çÿлерех асăннă программа мероприятийĕсене хастар хутшăнма сĕннĕ, патшалăх кÿрекен майсемпе анлăрах усă курма, хăйсен тивĕçне шанчăклă пурнăçлама чĕнсе каланă. Çак ретри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тивĕçсенчен пĕри – ĕç укçи тĕлĕшпе парăмсем çуратма юраманни. Николай Васильевич улăп-заводсем пĕчĕк предприятисемпе, «кал-кал ĕçлекенскерсемпе, экономикăри лару-тăру улшăнăвĕсене хăвăрт туйса йышăнаканскерсемпе», тачă çыхăну тытса ĕçленин малашлăхĕ пысăккине, çак ĕç тухăçлăхне пайăррăн палăртнă. Çĕнĕ Шупашкар хулинче хĕвел модулĕсен производствин анлă проектне пурнăçлани çавнашкал ĕçтешлĕхĕн тухăçлă тĕслĕхĕ пулса тăма пултарать. Канашлура çавăн пекех производство хăвачĕсене çĕнетессипе, продукци пахалăхĕпе конкурентлăхне ÿстерессипе, энерги тăкакĕсене чакарассипе, çĕнĕ рыноксене тухассипе çыхăннă ыйтусене, çивĕч ытти темăна сÿтсе явнă.

Çав кунах Н.Федоров Президент Федерацин халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби тата ЧР Министрсен Кабинечĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас тĕллевлĕ хушма мероприятисене пурнăçласси çинчен тунă килĕшÿ çумĕнчи Хушма килĕшĕве алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн пĕчĕк предпринимательлĕхе тата ĕçсĕр граждансем хăйсем тĕллĕн ĕçлессине аталантарма хушма укçа уйăраççĕ – 3,7 млн тенке яхăн. Унсăр пуçне маларахах профессие вĕренме яракан ĕçченсен йышĕ 4070 çын таран ÿсет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика