02 сентября 2009 г.
Республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тахçантанпах кĕтнĕ федераллă дотаци уйăрса панă. Анчах... кирлĕ чухлĕ мар-мĕн.
Центртан 21 млн тенкĕ килсе çитмелли паллăччĕ-ха. Унпа сĕт туса илекенсем хăйсене пулăшасса шанса тăратчĕç. Мĕншĕн тесен çак продукци хакĕ питĕ йÿнелсе кайрĕ-çке. Апла пулин те çÿлерех асăннă укçана аш-какай хатĕрлекенсене те, уйрăмах ĕне выльăх ашĕпе ĕçлекенсене, параççĕ иккен. Çапла вара литр сĕтшĕн «федераллă» 50 пус кăна лекет. Тÿрех каламалла, ку питĕ сахал. Çу пуçламăшĕнче яваплă çынсемех кунтан тăватă хут пысăкрах цифра илсе кăтартнăччĕ.
Республикăри ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев каланă тăрăх, пысăк дотацисене ĕне выльăх ĕрчетес тата сĕт суса илес тĕлĕшпе специализациленнĕ регионсене панă. Пирĕн патра вара выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма хамăрăн бюджетран хушма укçа уйăрмалла. Кун пек чухне литр пуçне лекекен дотаци пысăкрах пуласса шанма юрать.
Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра хуçалăхри кашни ĕне çулталăкра вăтамран 3700 килограмран кая мар сĕт антарнине шута илеççĕ. Çавăн пекех ăратлă выльăхсем туянма та дотаци парса пулăшаççĕ. Отрасле аталантарма «стратегиллĕ» условисем туса хурасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Кĕскен калас пулсан, кам мĕнле ĕçленине, продукци пама пултарнине шута илеççĕ.
Çапах та малашлăхри çул-йĕр ăçталла илсе каять-ха пирĕн хуçалăхсене; Ĕнесен йышĕ чаксах лармĕ-и; Паянхи пек хакпа ку пулма пултарать. Анчах та ял хуçалăх специалисчĕсем каланă тăрăх, сĕт сăвассине ĕнесен хисепĕпе мар, вĕсенчен продукци нумайрах илнипе ÿстерме тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе вара патшалăх паракан пулăшу, вăл пĕчĕк пулин те, пысăк тухăçлăх кăтартма çул уçса парасса шанас килет.