02 сентября 2009 г.
Юлашки 10 çул хушшинче пирĕн çĕршывра çул-йĕр аварийĕсенче 300 пин ытла çын вилнĕ, 2 миллион ытла аманнă. Тĕрĕссипе, çулсерен çĕршыв çулĕсем çинче инкек тÿснисен хисепĕ пысăк облаç центрĕн халăхĕпе танлашать.
Кăçал кăна водительсен айăпĕпе автотранспорт ураписем айне пулса 100 ытла ача вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вĕсенчен кашни саккăрмĕшĕ – ÿсĕр водительсен айăпĕпе. Автомобильсен салонĕнче 162 ачан кун-çулĕ татăлнă. Кашни тăваттăмĕш ача хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманнипе тата ятарлă ларкăчра пулманнипе вилнĕ.
Республикăра вара çулталăк пуçланнăранпа ачасем çул çинче аманасси пысăк шайрах тăрать. Çичĕ уйăх кăтартăвĕсем тăрăх 110 (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан -7,6:) çул-йĕр инкекĕнче 8 (Ç60:) çын çут тĕнчерен уйрăлнă, 16 çула çитмен 113 (-8,9:) ача суранланнă. Кашни 12-мĕш çул-йĕр аварийĕ çул çитмен çамрăксемпе пулать.
Районти лару-тăру та савăнтарсах каймасть. Кăçалхи çичĕ уйăхра ачасемпе çыхăннă 3 авари пулнă, вĕсенче 4-ăн аманнă. Сăмахран, иртнĕ çул пĕр инкекре пĕр ача суранланнă пулнă. Çавна май, пурăннă тата вĕреннĕ çĕрте, урамра тата çул çинче асăрхануллă пулмаллине аса илтерес, хăнăхтарас тĕллевпе район территорийĕнче августăн 17-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 13-мĕшĕччен "Асăрханăр, ачасем!" профилактика операцине ирттерме йышăннă.
Ачасем шкула кайма тытăнчĕç, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, учительсен вĕсене çул çинче тимлĕхе çухатмалла марри пирки асăрхаттарсах тăмалла, шкулсенче вĕренекенсем тăтăшах правилăсене пĕлнине çирĕплетчĕр тесе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ пирки кĕтессем йĕркелемелле. Аслисен те ачасене çул-йĕр çинче ырă тĕслĕх кăтартмалла.