АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнмалла

02 сентября 2009 г.

Район прокуратури вăйă заведенийĕсем тулашри рекламăна саккунсăр вырнаçтарнă фактсене тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутай салинчи Ленин урамĕнчи вăйă заведенийĕн тулашри рекламине (урамри стенд) вырнаçтарнине тупса палăртнă. Ун çинче вăйă автоматне ÿкернĕ, ăна "$" паллăпа çавăрса илнĕ, "талăкĕпех" тесе çырса хунă. Çавăн пекех вăйă заведенийĕн адресĕ те пур.

Реклама çинчен калакан Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн, вăйă заведенийĕсем пирки урамри стендсем çинче информаци вырнаçтарма чарнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне Раççей саккунне пăсма юраманни çинчен представлени тăратнă.

РФ прокуратури Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакансене, хăнасене кăçалхи июль уйăхĕнчен пуçласа азарт вăййисемпе пари, çавăн пекех спорт покерĕн клубĕсене йĕркелеме юраманни пирки аса илтерет. Енчен те азарт вăййисемпе пари ирттернĕ фактсем пирки пĕлсен прокуратурăна е право йĕркине сыхлакан ытти органсене пĕлтерме ыйтатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика