АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри конкурса хутшăнаççĕ

02 сентября 2009 г.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви «Хамăр алăпа илем кĕртетпĕр» конкурс ирттерет. Вăл кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕччен тăсăлать, унта муниципаллă культура учрежденийĕсем хутшăнаççĕ.

Конкурсра район чысне Атнарти тата Хусанушкăнчи Культура çурчĕсем – «Ялти культурăпа кану учрежденийĕсенчен чи лайăххи» номинацире, «Хĕрлĕ Чутай районĕнчи культурăпа кану центрĕ» автономи учрежденийĕ «Районти чи лайăх культурăпа кану учрежденийĕ» номинацире хÿтĕлеççĕ.

Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне çурт фасадне тата ăна шалтан художество тĕлĕшĕнчен илемлетнине, территори тирпейлĕхне, ăна симĕс тум тăхăнтартнине, учреждени çумĕнче патшалăх чĕлхипе çырса кăтартнă вывескăна, ачасен вăйă зонине тата ыттине те шута илеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика