02 сентября 2009 г.
Урамсен, ялсен, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, пĕтĕмĕшле каласан район территорийĕн экологи, санитари, гигиенăпа эстетика енĕпе лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе кăçалхи çула район пуçлăхĕ А.И.Криков Чечексен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çавна май чи лайăх урама, картише, яла, предприятипе организаци территорине палăртас тĕлĕшпе район конкурсĕ икĕ тапхăрпа иртет. Асăннă конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе чи лайăх проект ĕçĕсене район комиссине пăхса тухма тăратнă та ĕнтĕ.
Шăпах августăн 31-мĕшĕнче конкурс материалĕсене пăхса тухас енĕпе комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ, комисси председателĕ И.Л.Хораськин ертсе пынă. Иван Лаврентьевич комисси членĕсене пилĕк ял тăрăхĕ ландшафт дизайнĕпе хăйсен ĕçĕсене тăратнине палăртнă. Вĕсем – Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Ачкасси, Штанаш, Питĕркасси. Çавăн пекех "Культурăпа кану центрĕ" автономи учрежденийĕ, коммуналлă хуçалăх, "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсем, Питĕркассинчи вăтам шкул, Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕ, райпо лавккисем тата уйрăм хушма хуçалăх тытакан 34 çын проектсем пырса панă. Пухăннă материалсене комисси эрне хушшинче пăхса тухĕ, пĕтĕмлетÿ тăвĕ, конкурс çĕнтерÿçисене палăртĕ.