02 сентября 2009 г.
Пĕрремĕш класа каякансемпе ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăçлă та çав вăхăтрах хумхантаракан самант вăл – сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ.
Уйрăмах малтанхи кунсем йывăр пулаççĕ. Çĕнĕ йĕркене хăнăхма çăмăл мар. Ача йĕркеллĕ çывăрайманни, апат анманни, ытти чухнехинчен нумайрах е сахалрах калаçни, ютшăнни, йĕрмĕшни, ытлашши вĕчĕрхенни те палăрать.
Çĕнĕ коллективра пĕр чĕлхе тупма, уроксенче тимлĕ пулма малтанах хатĕрленни пулăшĕ. Кунта сывлăха çирĕплетни те кĕрет. Шкула каяс умĕн ача тĕрлĕ врач: педиатр, хирург, невропатолог, окулист, отоларинголог, стоматолог, логопед – патĕнче пулать. Енчен те унăн сăмахсене калассипе чăрмавсем сисĕнчĕç пулсан малтанах логопед патне каймалла. Тĕрĕс калаçман ача йăнăшсемпе çырнине вĕрентекенсем тахçанах палăртнă.
Çирĕп сывлăхлă ачасем шкул йĕркине хăвăрт хăнăхаççĕ, вĕренÿ тиевне те çăмăллăн пурнăçлаççĕ. Организм хавшак-тăк, час-часах шăнсан, вăраха кайнă чирсемпе асаплансан шкул пурнăçне хăнăхма йывăртарах пулĕ.
Ачана кун йĕркине пăхăнма вĕрентĕр: кашни кунах пĕр вăхăтра тăмалла, выртмалла. Çавăн пекех ирхине гимнастика тума, шыв процедурисене пурнăçлама хăнăхтармалла. Апатлану та çирĕп йĕркепе пулмалла. Телевизор умĕнче нумай ан лартăр. Ачасен ытларах вылямалла-чупмалла.
Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенĕн килти ĕçĕсене пурнăçлама кĕтес пулмалла. Сĕтелпе пукансăр пуçне кĕнеке çÿлĕкĕпе лампа кирлĕ.
Шкул ачисен кĕлетки пăсăлни вăрттăнлăх мар
Ачана тÿрĕ ларма хăнăхтармалла: чавсана сĕтел çине лартмалла, пÿрне вĕçĕсем тăнлава лекмелле, кăкăрпа сĕтел хушшинче алă чăмăрĕ çăмăллăн иртсе çÿремелле, хул калакки пукана перĕнмелле, ура лаппи – урайне. Çутă умран е сулахай енчен ÿкмелле.
Ачан кĕлетки йĕркеллĕ те çирĕп пултăр тесен çавăн пекех тумтир, атă-пушмак тата сумка тĕрĕс суйламалла. Çи-пуç пĕчĕк е пысăк пулмалла мар: ку илемсĕр çеç мар, мелсĕр те. Сумка çурăм çине çакмалли аван. Вăл икĕ хул пуççине те пĕр пек тиевлĕ.
Килте вĕренÿ ĕçĕсене пурнăçлани ачасене йĕркене хăй тĕллĕн пăхăнмашкăн хăнăхма пулăшĕ. Ăна та ялан пĕр вăхăтра тусан аван. Хатĕрленме ларас умĕн уçă сывлăшра пулни, 6-7 çултисем çывăрса илни лайăх. Килти ĕçсене пĕр вăхăтра тума хăнăхнă шкул ачисен пĕтĕм организмĕ ăс-тăн енчен çине тăрса ĕçлеме хатĕрленсе çитет. Яланхи ĕç вырăнĕ те пысăк витĕм кÿрет. Юнашар чăрмантаракан япала пулмалла мар. Пĕрремĕш класа çÿрекенсен килте пĕр сехетрен ытла вĕренмелле мар.
Килтисем мĕнпе
пулăшма пултараççĕ;
Çак тапхăрта ачапа юнашар пулма тăрăшмалла. Нумайрах калаçăр, кунĕпе мĕн пулса иртнине ыйтса пĕлĕр. Пăшăрхантаракан самантсене сÿтсе явма, йывăрлăхсене çĕнтерме çулсем пĕрле шырама пулăшĕ çакă. Пĕчĕк пăтăрмахсем те пысăккине: вĕренес кăмăл çукки, шкула çÿрес килменни – куçма пултараççĕ. Кайран вĕсене тÿрлетме йывăр пулĕ.