05 сентября 2009 г.
Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшас тĕллевпе 2009 çулта старт илнĕ республикăри "Пирĕн пĕрлехи Çуралнă кун" социаллă проекта хутшăнса район пуçлăхĕ А.И. Криков сентябрĕн 3-мĕшĕнче тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен "Шупашкарти ачасен çурчĕ" патшалăх учрежденине çитнĕ. Александр Иванович хăйĕнпе пĕрле пĕр кунта çуралнă Владимир Яковлевпа тĕл пулнă. Хăйĕн 13-мĕш Çуралнă кунне арçын ача район ертÿçипе кĕтсе илнĕ.
А.И.Криков Вовăпа унăн юлташне Андрей Вахрамеева Чăваш улăпĕ А.Г.Николаев çуралнă Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейне илсе кайнă. Тĕрлĕ пилĕк залта пулса курнă вĕсем. Мемориал комплексĕн тĕп управçи З.С.Антонова А. Г.Николаевăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа панă, Александр Ивановичпа Вовăна Çуралнă кунĕсем ячĕпе саламласа чăваш халăхне чапа кăларнă ентеш пирки нумаях пулмасть кун çути курнă хăйĕн кĕнекине парнеленĕ. Экскурси вĕçленнĕ май космонавт летчика пытарнă вырăнта, 2005 çулта уçăлнă часавайра, пулнă.
Паллах, Çуралнă кун парнесемпе пылак апат-çимĕçсĕр пулмасть. А.И.Криков Вовăпа Андрея чылай ача пулса курма ĕмĕтленекен "Макдональдс" ресторана йыхравланă. Кунта Александр Иванович ачасене пылак çимĕçсемпе сăйланă, парнесемпе савăнтарнă.
Вовăшăн çак Çуралнă кун ĕмĕрлĕхех асра юласси пĕрре те иккĕлентермест.