АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă вырса пĕтернĕ

05 сентября 2009 г.

Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрикин çĕрĕсем Пантьăк ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Коллектив пĕлтĕр унта темиçе çул пушă выртнă 2 пин гектара яхăн лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче общество механизаторĕсем тырă вырса пĕтернĕ. Вĕсем кăçалхи ĕç çинче 1736 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса илнĕ. Пурĕ 4440 тонна ял хуçалăх культурисем пухăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни гектар 30,6 центнер тухăç панă. Коллектив патшалăха тырă сутма пуçланă, хатĕрлев пунктне 700 тонна ăсатнă. Производствăра вăй хуракан 20 çынна 1,5 тонна тырă панă. Çавăн пекех çĕр пайĕпе усă курнăшăн халăха килограмне виçĕ тенкĕпе пурĕ 320 тонна валеçнĕ. Вырмара виçĕ комбайнпа усă курнă. Механизаторсен ăмăртăвĕнче «Полесье» агрегатпа ĕçлекен Ю.Бариновпа В.Николаев çĕнтернĕ. Тăрăшуллă экипаж ĕç çи тапхăрĕнче 2 пин тонна тырă тĕшĕленĕ.

Халĕ уй-хирте тракторсем çĕр хатĕрлеççĕ. Ку таранччен 300 гектара яхăн кĕр тыррисем акса хăварнă.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕ те вырмана вĕçленĕ. 705 гектар çинчен пурĕ 2152 тонна тырă тухнă, гектар тухăçĕ – 31,6 центнер. Хуçалăх патшалăха 178 тонна тырă сутнă, çĕр пайĕпе усă курнăшăн ял çыннисене 55 тонна валеçсе панă.

«Победа» кооперативра та тырă вырса пĕтернĕ. «Авангард» тата «Сура» хуçалăхсем те ĕç çине вĕçлесе пыраççĕ. Вырмара каярах юлнă «Асамат» общество уйĕсенче паян 7 комбайн ĕçлет. Çав шутран 4-шĕ – кÿршĕри Элĕк районĕнчен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика