АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн çăлтăр ывăлĕ

05 сентября 2009 г.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа паян районти 19 вулавăшра "Çул – çăлтăрсем патне" Интернет акци иртет. Çак акцие наци библиотеки хатĕрленĕ электронлă кĕнеке куравĕн презентацийĕ кĕрет. Ĕнер вара ачасемпе ĕçлекен уйрăмра "Унпа Чăваш Ен мухтанать" асăну урокĕ пулнă. Çавна май "Тĕнче уçлăхĕ тата космонавтсем" курав йĕркеленĕ.

Паян ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн информаци центрĕнче виртуаллă майпа Космонавтика музейĕпе паллашма пулать. Унсăр пуçне "Андриян Николаев. Çул – çăлтăрсем патне" электронлă презентаци кăтартаççĕ. Вулавăша пынă çынсем "Чăван Енĕн çăлтăр ывăлĕ" викторинăна хутшăнма, куравпа паллашма пултараççĕ.

Ялти вулавăшсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика