05 сентября 2009 г.
Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче район территорийĕнче 11 авари пулнă, вĕсенче пĕр çын пурнăçĕ татăлнă, 14-ăн аманнă. Пĕлтĕр вара çакăн пек ÿкерчĕк пулнă: 9 çул-йĕр инкекĕнче 4 çын вăхăтсăр вилнĕ, 6-ăн суранланнă. Август уйăхĕпе илсен кăçал тăватă аварие регистрациленĕ, пĕлтĕр – пĕрре.
Хыçа юлнă уйăхăн юлашки кунĕсенче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕсем çинче чарăнса тăрар-ха. Акă, 1966 çулта çут тĕнчене килнĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ арçын августăн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Горбатовка ялĕ çывăхĕнче йĕпе çул хĕррине тухса автомобиле тытса чарайман, кювета чăмнă. Водительпе пĕрле икĕ пассажира Çĕмĕрлери больницăна леçме тивнĕ.
Августăн 25-мĕшĕнче вара 16 сехет тĕлнелле Ваçкаçырми çынни «Сура – Ачкасси – Шулю – Ваçкаçырми» автоçул çинче машинине тытса чарайман, кювета чăмнă. Водителе йывăр сурансемпе больницăна çитернĕ.
Тепĕр кунне 16 сехет те 10 минутра "Элĕк – Кив Атикасси – Сура" çул çинче 1967 çулта кун çути курнă, Яманкассинче пурăнакан арçын ÿсĕрле ВАЗ-21063 автомашинипе юхан шыв урлă хунă пăрăх тĕлĕнче вырнаçтарнă барьер карти çине кĕрсе кайнă. Инкеке пула машинăра пĕрле пулнă 1971-мĕш çулта çуралнă, Çĕн Ирчемесре пурăнакан арçынна, сылтăм ура туни хуçăлнипе, районти тĕп больницăна леçнĕ,
Иртнĕ эрне кун, августăн 28-мĕшĕнче, 21 сехет те 20 минутра "Сура – Утаркасси" автоçул çинче Çĕмĕрле хулинчи арçын (1958 çулхи), çывăхра Шĕмшеш ял çыннин ГАЗ-3110 автомашини килет пулин те, çул çине чупса тухнă. Çуран утакана тĕп больницăна çитернĕ, вăл ÿсĕр пулнине палăртнă, унăн сылтăм пĕçĕ шăмми хуçăлнă.
Темшĕн-çке руль умне ÿсĕрле ларма юраманни пирки тата çул-йĕр çинче асăрхануллă та тимлĕ пулмалли çинчен манатпăр, кайран хамăр айăпа пулах инкек тÿсетпĕр.