05 сентября 2009 г.
Сисĕнмесĕр иртсе кайрĕç çу кунĕсем. "Хĕвел" ача сачĕн аслă ушкăнне çÿрекен ачасемшĕн вĕсем усăсăр иртмерĕç. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе вĕсем çуркунне Чечексен çулталăкне халалласа клумбăсем турĕç. Автомашинăсен кирлĕ мар урапа шинисенчен касса тунă акăшсем те илем кÿчĕç ачасен участокне. Тĕлĕнмелле крокодил та вырăн тупнă кунта. Шăпăрлансене çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарас тĕллевпе пĕчĕк метеокĕтес йĕркеленине те палăртмалла.
Пĕлÿ кунне те ачасем савăнăçлă ирттерчĕç. Çут çанталăк та вĕсен кăмăлне пăсмарĕ, ир-ирех сап-сар хĕвел шевлипе капăр тумланнă ачасем чечек çыххисемпе, ашшĕ-амăшĕ илсе панă теттесемпе ача садне васкарĕç. Шкул ачисен вĕренÿ çулĕ пуçланнине халалланă линейкăна кайса курни вара аслă ушкăна çÿрекен, çитес çул пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан хĕр ачасемпе арçын ачасемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн çĕршер ача иртнине курса тĕлĕнчĕç вĕсем, çавна май кунĕпех асăннă линейкăна кайса килнине сÿтсе яврĕç.
Шкултан таврăнсан аслă ушкăна çÿрекенсене уяв кĕтрĕ. Вăл вăтам ушкăнри ачасем хаваслă юрă шăрантарнипе пуçланчĕ. Аслă ушкăна çÿрекен Дима Герасимов, Дима Ермолаев, Ирина Ярабаева вуланă "Мĕн пулатчĕ-ши шкул пулман пулсан;" сăвă ашшĕ-амăшĕсене чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Хăйсен çепĕç сассисемпе Дина тата Денис Мидаковсем каланă "Первое сентября" сăвă та килĕшрĕ куракансене. "В садик мы ходили" тата "Праздник к нам пришел" юрăсем вара кăмăла çĕклерĕç. Юмахсенчи сăнарсем (И.А.Лапаева, А.И.Сарина воспитательсем калăпларĕç) ачасене тĕрлĕ вăйă-юрăпа савăнтарчĕç. Уяв ырă асамçă (Л.Г.Падюкова) шăпăрлансене ырлăх-сывлăх тата вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума суннипе вĕçленчĕ. Ачасем вара каçченех ашшĕ-амăшĕ ача сачĕ валли туянса панă çĕнĕ теттесемпе выляса киленчĕç.