05 сентября 2009 г.
Çыннăн пурнăç урапи кирек мĕнле çул-йĕрпе чупсан та вăл малаллах ăнтăлать. Хура-шурне те, хуйхи-суйхине те, чир-чĕрне те тÿсет, çĕнтерет. Шăпах çавăн пек шăпаллă çынпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ мана.
– Эпĕ Ольга Никитична Андреева (хĕр чухнехи хушамачĕ Арапова), 1928 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырми ялĕнче çуралнă. Атте, Никита Федорович Арапов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Контузи хыççăн ăна сывалма киле янă. Çулталăк хушши килте пурăннă хыççăн ăна каллех тăшмана хирĕç çапăçма илсе кайрĕç. Вăрçă чарăниччен виçĕ кун малтан атте татах аманнă. Вăрçă чарăннине госпитальте пĕлнĕ, савăннипе ыттисемпе пĕрле урра! кăшкăрнă. Атте Ленинград блокадинче те пулнă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн чылай орден-медале тивĕçнĕ: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Берлина илнĕшĕн», Ленин орденĕ, юбилей медалĕсем, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн». Киле таврăнсан колхозра мĕн çĕре кĕричченех ĕçлерĕ. Анне – Александра Степановна Арапова – çак ялтах 1906 çулта çуралнă. Ĕмĕрĕпех уй-хир ĕçĕнче тăрăшнă. Аттепе аннен пĕр ача çеç çуралнă. Вăл эпĕ пулатăп. Манăн 5 класс кăна вĕренме май килчĕ. Шкул пăрахсан, 1942 çулта, никам та хута кĕменнине пула (ун чух атте вăрçăра пулнă) 14 çулта чухне мана вăрман ĕçлеме ячĕç. Çуркунне çул тутарттараççĕ, кĕркунне çырмасенчен чул кăларттараççĕ. Çулла уй-хирте уттине çулнă, капанне тунă...
21 çула çитсен ял каччипе, Иван Яковлевич Андреевпа, çемье çавăртăмăр. 5 ача çуратса ура çине тăратрăмăр, пурне те ыр турăмăр. Асли, Коля, Етĕрне хули çывăхĕнче çурт çавăрса унта çемйипе ĕçлесе пурăнать. Лена Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче вăй хурать. Юля Чутайра почтальонкăра тăрăшать. Валера Мускав облаçĕнче ĕçлет. Зина – Шупашкарта. Пурте çемьеллĕ. Пурĕ 12 мăнук. Мăнуксен ачисем те савăнтараççĕ.
Манăн мăшăр малтан Хĕрлĕ Чутай салинче, кайран Кив Атикассинче связистра ĕçлерĕ. Çав ĕçренех тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Унăн та наградăсем нумай. Шел, вăл 1993 çулта çĕре кĕчĕ. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех колхоз уй-хирĕнче тар тăкрăм. Ачасем пĕчĕк тесе ĕçе каймасăр тăман. Тыррине те вырнă, кантăрне те татнă, шыва хутнă... «Ĕç ветеранĕ» медаль илме тивĕç пултăм. Нумай ача çуратса ÿстернĕшĕн те медаль пачĕç. Колхоз ĕçĕнчех, фермăна улăм тиесе килнĕ чухне, пĕве пуçĕнче, трактор ÿпĕнсе кайрĕ. Прицеп çинчи çынсем пурте ÿкрĕç, эпĕ вара вĕсен айне пултăм. Çавăн чух манăн çурăм шăмми сусăрланнă. Килте 3 кун выртнă хыççăн мана анне Хĕрлĕ Чутай больницине илсе кайрĕ. 11 уйăх гипспа, 11 уйăх корсетпа пурăнма тиврĕ. Çулталăк та икĕ уйăх иртнĕ хыççăн ĕçе тухрăм. Колхоз правленине тирпейлÿçĕне вырнаçрăм, 15 çул ĕçлерĕм, унтанах пенсие тухрăм. Киле ачасем, мăнуксем час-часах килеççĕ, пулăшаççĕ, тунсăхлама памаççĕ...
Ольга Никитичнăпа калаçса ларма кăмăллă пулчĕ. Çулĕпе ватă пулин те паян колхозсем арканса пынăшăн пĕтĕм чунĕпе пăшăрханни палăрать. Вырăнта ĕç çукки çамрăксене, вăй-питти çынсене аякка хăвалани те ун чĕрине ыраттарать.