05 сентября 2009 г.
Кăçалхи августăн 5-7-мĕшĕсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсене 2009-2010 вĕренÿ çулне йышăнас енĕпе комисси ĕçленĕ. Унăн ĕçне Çĕмĕрле хулинчи Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор специалисчĕсем те хутшăннă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче 15 шкул тата шкул çулне çитменнисен икĕ учрежденийĕ ĕçлĕ.
Пур шкулта та вĕренÿ пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Пантьăкри, Хăмарккари, Серенкассинчи тата Ишеккассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕсенче, Çĕн Атикассинчи тата Питĕркассинчи вăтам шкулсенче класс доскисем çине софитсем лартнă. Шулюри, Мишеркассинчи тĕп шкулсенче, Хăмарккари тата Ишеккассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕсенче, Атнарти, Хĕрлĕ Чутайри тата Питĕркассинчи вăтам шкулсенче санитари правилисемпе килĕшÿллĕн вĕренекенсен шыв ĕçмелли режимне йĕркеленĕ, кулерсемпе бутилированнăй шыв туяннă, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта шыв ĕçмелли пĕчĕк фонтан вырнаçтарнă. Ишеккассинчи, Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕсенче, Шулюри тĕп шкулта кухня комбайнĕсем туяннă. Çĕн Атикассинчи шкулта санузелта санитарипе техника оборудованийĕсене юсанă, апат-çимĕç блокĕнче капăрлăх ĕçĕсене пурнăçланă, производство цехĕсене ĕçлеттерсе янă, хырса кăларакан машина туяннă, çумалли ваннăйсене ылмаштарнă. Штанашра шкул çурчĕн çи виттине юсанă, шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ валли вылямалли вырăн туса панă, чĕрĕ продуктсемпе ĕçлеме апат-çимĕç блокĕнче çумалли ваннăйсем вырнаçтарса, сивĕ тата ăшă шыв кĕртсе производство цехне ĕçлеттерсе янă. Мишеркассинчи шкулта вара шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн прачечнăйĕнче маччан урлă виттине юсанă, Шулюри вĕрентÿ учрежденийĕнче мастерской пÿлĕмĕнче юсав ĕçĕсене тунă.
Санитари саккунĕсемпе çĕнĕ правилăсем ыйтнипе шкулсенче вĕренекенсене икĕ хутчен апатлантарассине йĕркелемелле. Анчах та июль уйăхĕ тĕлне Роспотребнадзор управленине çывхартса шутланă меню Хĕрлĕ Чутай шкулĕ кăна тăратнă.
Кăçал районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче (Питĕркассинчи тата Атнарти шкулсемсĕр пуçне) медицина пункчĕсем валли икшер пÿлĕм уйăрнă. Стенасем тата урайсем тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем санитари правилисемпе килĕшсе тăмаççĕ, медицина кабинечĕсене шывпа канализаци те кĕртмен. Медпунктсене кирлĕ оборудованипе тата инструментсемпе тивĕçтерни санитари правилисем ыйтнин 25-33 проценчĕпе кăна танлашать.
Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнне çÿрекенсем валли хĕвелтен пытанмалли вырăн çук. Мăн Этменти, Атнарти шкулсенче чĕрĕ улма-çырлапа, ашпа ĕçлеме производство цехĕсене хута яман. Апат-çимĕç блокĕсенче технологи оборудованийĕ çителĕксĕр. Çĕн Атикассипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕсемсĕр пуçне ыттисенче улма-çырлана касакан тата хырса кăларакан машинăсем çук. Тралькассинчи пуçламăш шкул-ача садĕнче çăл япăх. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче (Тури Çĕрпÿкассинчи тата Çĕн Атикассинчи шкулсемсĕр пуçне), çав шутрах Хĕрлĕ Чутайри база шкулĕнче те, шалти туалетсем çук.
Комисси ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе пур шкул та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр тесе йышăннă. Хăмарккари пуçламăш шкул-ача сачĕ тата Çĕн Атикассинчи вăтам шкул çÿллĕ шайра хатĕрленнине палăртмалла.