АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилее халалланă фотоальбом

09 сентября 2009 г.

Иртнĕ эрне кун Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче «Космос паттăрĕ Андриян Николаев: объективри пурнăç» ятпа йĕркеленĕ электрон фотоальбомĕпе паллаштарчĕç. Ăна пирĕн чаплă ентеш, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Альбомра – истори тата хальхи истори архивĕсенче, çавăн пекех электрон тата кинодокументсен архивĕнче упранакан 156 сăн ÿкерчĕк. Вĕсене пилĕк пая уйăрнă: «Андриян Николаевăн пĕрремĕш вĕçевĕ», «Андриян Николаев вĕçсĕрлĕхре – иккĕмĕш хут», «Космонавт-3 тăван çĕршывĕнче», «Космос паттăрĕ тăванĕсемпе тата тус-юлташĕпе», «А.Г.Николаев космонавт летчикăн обществăпа политика ĕç-хĕлĕ». Мĕн пур сăн ÿкерчĕке альбомра хронологие пăхăнса вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле пуян фотокурав! Чăннипех пархатарлă ĕç тунă чăваш архивисчĕсем. Çакăн пирки паллаштару кунĕнче архивра ăш пиллĕ, XX ĕмĕрти ырă пулăмсене аса илнипе тачă çыхăннă калаçу пычĕ. А.Петров, А.Выйкин, И.Ярабаев, хисеплĕ ытти хăна манăçми Андриянăмăр пирки хатĕрленĕ электрон альбомне пысăк хак пачĕç, архивистсене чĕререн тав турĕç.

Эрне кун кăна патшалăх архивĕн çĕнĕ ĕçĕпе Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче тата тĕп хулари экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлÿ илекен студентсем хавхаланса паллашрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика