09 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров палăртнă тăрăх, тасалăхпа йĕркелĕх – укçара мар, тăван çĕре чăннипех юратнинче, харпăр хăйне хисепленинче. Çакна Атнар ял тăрăхĕнче лайăх ăнланаççĕ. Унăн пуçлăхĕ Александр Кузнецов республикăри «Хăв аллупа илем кÿр» конкурс программипе килĕшÿллĕн ялта пурăнакансем хушшинче те ку енĕпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Ятарлă жюри нумайăшĕн ĕçне хак панă ĕнтĕ. Хресчен хăйĕн кил-çурт таврашне газонсемпе, чечек клумбисемпе, фонтансемпе илемлетни савăнтарать. Халăх илеме чун-чĕрепе туйни, аслисен пархатарлă туйăмĕ ачисене куçни культурăн пĕр пысăк пайĕ шутланать-çке.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе чăннипех пысăк ĕç туса ирттерет. Автобус чарăнăвĕсенче туалетсем туса лартни, çÿп-çап ещĕкĕсем вырнаçтарни, урамра велосипедсем лартмалли вырăнсем туса пани, обществăлла çурт-йĕр çывăхĕнче йывăçсемпе чечек-курăк ешерни çакна пур енлĕн çирĕплетет.