09 сентября 2009 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май халăха социаллă пулăшу паракан районти центр директорĕ Маргарита Глухова Мишеркассинче пурăнакан Надежда Александровнапа Иван Яковлевич Вазяковсем патĕнче пулнă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсене ырлăх-сывлăх, нумай пурăнма тата çемьере килĕшÿ суннă, чечек çыххи парнеленĕ.
Тĕл пулура ватăсем хăйсен çамрăклăхне аса илнĕ. Кил хуçи Ваçкаçырминчи пуçламăш, Мишеркассинчи вăтам шкулсенче ĕçленĕ. Ял-йыш ăна темиçе хут та ял тата район Канашĕсен депутатне суйланă. Вăл халĕ те шкул çумĕнчи краеведени музейне йĕркелесе ертсе пырать. Мăшăрĕ, Надежда Александровна, Хватукассинчи, Ваçкаçырминчи, Мишеркассинчи шкулсенче ĕçленĕ, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ят панă. Иккĕшĕ те "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Вазяковсем икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ, вĕсене лайăх пĕлÿ панă. Халĕ ветерансен виçĕ мăнукĕ, мăнукĕсен ачисем юратнă кукамăшĕпе кукашшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ.