09 сентября 2009 г.
Хальхи тапхăрта ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерес ĕç кăткăслансах пырать. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕн педагогика принципĕсене пăхăнмалла. "Кашни çынра япăххине мар, лайăх ен шыра", – тенĕ вырăс писателĕ Лев Николаевич Толстой. Шел пулин те, хăш-пĕр çемьесенче кун пирки манаççĕ. Сăмахран: "Саша, эсĕ питĕ япăх ача, Костя санран темиçе хут лайăхрах", – тесе танлаштарни ачасен кăмăлне хуçать, кÿрентерет. Манса ан кайăр: пĕр ача – ку ĕçе, тепри урăх ĕçе лайăхрах пурнăçлать. Ачана май пур таран хавхалантарма, ăна ăнланма тăрăшмалла.
Пепкĕрпе яланах калаçăр, ăна итлеме пĕлĕр. Эсир пĕрмай ерçейменни ăна кÿрентерет. Çитĕннĕçемĕн ачăр хăйĕн савăнăçне, хуйхи-суйхине сирĕнпе пĕрле сÿтсе явмасан та пултарать. Хисеплемесĕр, тÿрккес калаçни те ачана лайăхланма пулăшмасть. Унран тăрăхласа кулни, ăна çапни, шанманни – çаксем пурте ачана хаярлатаççĕ, тĕрĕс мар çул çине кăлараççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ ачасемшĕн лайăх тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла.