09 сентября 2009 г.
Çул çитмен çамрăксем тĕрĕс çул çинчен пăрăнни çав тери шухăшлаттарать, вĕсем саккуна хирĕçле ĕç туса хăйсен пурнăçне пĕтереççĕ вĕт. Чылайăшĕ вăрă-хурахла ĕçсемпе "чапа" тухать. Паянхи сăмахăм шăпах ал хыпанлĕ çамрăксем çинчен пырĕ.
Кăçалхи июлĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ çак ĕç. 18 çул тултарман Дмитрий К. (1994 çулта çуралнăскер) ют пурлăха хапсăнас тĕллевпе Александр А. -па (1996 ç.) тата Алексей В.-па (1997 ç.) маларах калаçса татăлнă. Çаксем виççĕшĕ те Туканаш ялĕнче пурăнакан Е.А.Краснова хуçалăхĕн карти урлă сиксе каçнă, чÿрече патне пырса тăнă. Унтан иккĕшĕ Сашăна хул пуççи çине йăтнă, лешĕ вара патакпа чÿречен çекĕлне уçнă та саккунсăр майпа Е.А.Краснован çуртне лекнĕ, пĕр каварлă юлташĕсене алăк уçса кĕртнĕ. Ун хыççăн виçĕ тус çуртăн малти пÿлĕмне çул тытнă, хаклă япаласем шырама тытăннă. Алексей В. сĕтелте хупнă ещĕк асăрханă, Александр А. вара шкатулкăра унăн çăра уççине тупнă. Уçнă хыççăн енчĕкре пиншер тенкĕлĕх купюрăсем курах кайнă çакскерсем. Дмитрий К. саккунсăр майпа пурĕ тăхăр пин тенкĕ вăрланă, вĕсене виççĕшĕ хушшинче пĕрешкел пайланă, ытти укçине каялла хунă та кĕнĕ майпах çуртран тухнă.
Çавна май çул çитмен Дмитрий К. Александр А.-па тата Алексей В.-па калаçса татăлса РФ Уголовнăй Кодексĕн 158 статйин 3-мĕш пайĕн "а" пункчĕпе килĕшÿллĕн саккуна хирĕçле ĕç тунă, Е.А.Краснована пĕтĕмĕшле тăхăр пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.