АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс – налук пирки

12 сентября 2009 г.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕ республикăри тата вырăнсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче конкурс ирттерме йышăннă. Паллах, тупăшу налук органĕсен ĕç-хĕлне çутатассипе çыхăннă.

Тĕллев паллă – МИХсене налук тематикине анлăн тата тĕрĕс çутатма явăçтарасси, республикăра пурăнакансен налук культурине çĕклесси. Конкурса хаçатсенчи публикацисене, теле- тата радиопрограммăсене, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кун çути курнăскерсене, йышăнаççĕ. Конкурс материалĕсене йышăнмалли юлашки кун – кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕ. Çĕнтерÿçĕсене вара РФ Налук органĕсен ĕçченĕн кунне халалланă савăнăçлă пухура чыслĕç.

Конкурс ирттермелли условисем çинчен туллирех информацие федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн сайчĕ www.r21.nalog.ru. çинче пăхма пулать. Çакна та палăртмалла. Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕ уйрăм çынсен пурлăх налукне тÿлемелли вăхăт сентябрĕн 15-мĕшĕнче çитнине аса илтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика