АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир хăрушлăх тĕнчишĕн»

12 сентября 2009 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн "Чăваш Республикинче гражданла хÿтлĕх уйăхлăхне ирттересси çинчен" хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ пайĕ районти пур шкулта та çакăн пек уйăхлăх йĕркелеме йышăннă. Уйăхлăх сентябрĕн 2-мĕшĕпе октябрĕн 2-мĕшĕччен пырать. Районта гражданла хÿтлĕх уйăхлăхне йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе мероприятисен планне хатĕрленĕ. Тĕслĕхрен, сентябрĕн 7-18-мĕшĕсенче ял тăрăхĕсемпе организацисем хушшинче смотр-конкурс иртет. Конкурсра гражданла хÿтлĕх тата халăха, территорие чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушсăрлăхĕнчен сыхлассипе мероприятисене чи лайăх йĕркелекенсене палăртаççĕ. Çак вăхăтрах шкулсенче "Эпир хăрушсăрлăх тĕнчишĕн" ятпа ÿкерчĕксен конкурсĕ пулать. Унсăр пуçне сентябрĕн 18-мĕшĕччен вĕрентÿ учрежденийĕсенче гражданла оборонăпа, чрезвычайлă лару-тăруран сыхланассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе, шыв çинче асăрхануллă пулассипе, çул-йĕр правилисемпе çыхăннă ыйтусемпе викторинăсем, конкурссем иртĕç. Сентябрь уйăхĕнче районти пушар чаçĕнче Уçă алăксен кунĕ пулĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче, графикпа килĕшÿллĕн, эвакуацисем йĕркелĕç.

Гражданла хÿтлĕх уйăхлăхне ирттерни çитĕнекен ăрура инкеке лекнĕ çынна пулăшу парас хăнăхăва аталантарма, халăхăн харпăр хăй пурнăçĕшĕн яваплăхне ÿстерме пулăшать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика