АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Виçĕ тăххăр» савăнăç кÿчĕ

12 сентября 2009 г.

Иртнĕ юн кун ытти кунсенчен урăхлараххине сисрĕн-и эсĕ, вулакан? Календарьте 2009 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕ, çулталăкри 9-мĕш уйăх пулчĕ. «Виçĕ тăххăр» ÿсĕм-çитĕнÿ кÿни, телей-савăнăç парнелени çинчен калаççĕ. Çавăн пекех вăл çын вăй-хăватне хушма, хаяр вăйсене сирме пулăшать иккен.

«Виçĕ тăххăр» кунĕ Атнар ялĕнче пурăнакан Елена Владимировнапа Юрий Евгеньевич Тибогайкин кил-йышĕнче те паллă пулăмпа палăрса юлнă. Вĕсем хăйсен виççĕмĕш ачине – Антона – районти ЗАГС пайĕнче ят хунине регистрациленĕ. ЗАГС пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Алина Мурайкина та, пĕчĕк пепкен ашшĕ-амăшĕ те çак асамлă виçĕ цифра ачан вăй-хăватне, ăнăçлăхне татса пама пулăшасса шанса тăни пирки пĕлтернĕ.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче çĕнĕ çемье çавăрнине те шута илнĕ. Туктамăшри Александр Тинехпейкинпа Канаш тăрăхĕнчи Зарема Кушникова пĕрлешсе упăшкипе арăмĕ пулса тăнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика