АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ – нотариус пекех

12 сентября 2009 г.

Çапла, иртнĕ çулхи январĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕнĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕнче нотариус çук-тăк, уйрăм нотариаллă ĕçсене вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те пурнăçлаять. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн йышăнăвĕпе ку тивĕçе вырăнти хăй тытăмлăхĕнчи пĕр-пĕр ĕçчене шанса параять. Вĕсем нотариус ĕçĕн 5 тĕсне тăваяççĕ: шантарупа (доверенность) халал хучĕсене ĕнентерсе параççĕ, документсен копийĕсен тĕрĕслĕхне тата документсенче алă пуснин чăнлăхне çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех еткер пурлăха (наследственное имущество) сыхлассипе, кирлĕ пулсан, унпа хуçаланассипе мерăсем йышăнма пултараççĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăхăн должноçри çыннисем çирĕплетсе панă документсем юридически вăйлĕ. Нотариаллă ĕçсене пурнăçланă чухне вĕсен те, нотариуссем пекех, документсене, кăтартусене уççăн пĕлтерме юрамасть. Ĕçрен тухса кайсан та пурнăçланă нотариаллă ĕçсем пирки вăрттăнлăхра тытмалла. Саккунпа палăртнă чух: суд, прокуратура, следстви органĕ, суд приставĕсем ыйтсан çеç вăрттăнлăха уçма юрать. Халал хучĕ (завещание) çинчен пĕлтерекен справкăна халаллакан çын вилнĕ хыççăн, çĕре кĕнине çирĕплетекен свидетельствăна кăтартсан, параççĕ.

Нотариаллă ĕçсене пурнăçланăшăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ РФ Налук кодексĕ палăртнă патшалăх пошлинине тата РФ нотариат çинчен саккун никĕсĕпе палăртнă нотариаллă тарифне тÿлеттерет. Нотариус та çак актсенех пăхăнать.

Çакна та палăртмалла: вырăнти хăй тытăмлăхăн должноçри çыннисен нотариаллă ĕçсене ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче çеç тумалла. Гражданин питĕ йывăр чирленĕ-тăк е ытти шута илмелли сăлтавсене пула вăл ял тăрăхне килеймест пулсан çеç нотариаллă ĕçсене ял тăрăхĕн администрацийĕн тулашĕнче пурнăçлама юрать. Анчах та ял тăрăхĕн территорийĕнчен тухма юрамасть.

Вырăнти хăй тытăмлăхăн должноçри çыннисене нотариаллă ĕçсене пурнăçлама панинче проблемăсем те пур. Чи малтанах, вĕсен нотариаллă тытăмра ĕçлеме юридици пĕлĕвĕ пулмасан та пултарать. Çавăнпах-тăр йăнăшсем те кайма пултараççĕ. Шăпах кун пек çынсен квалификацине ÿстерес тĕллевпе республикăра ял тăрăхĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулусем, Нотари палати, Управлени, нотариуссем хутшăннипе канашлусем йĕркелеççĕ. РФ Юстици министерстви методика материалĕсем хатĕрлени те нотариаллă ĕçсене пурнăçланă чухне пулăшу кÿрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика