АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок çĕнтерÿçи – «Центр»

12 сентября 2009 г.

Кубок çĕнтерÿçи – «Центр»

Август вĕçĕнче футбол енĕпе район Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн финалĕ вĕçленнĕ. Малтанхи пĕр çаврăмра пынă турнирта тăваттăмĕш вырăн йышăннă Хĕрлĕ Чутай салин "Центр" команди çурма финалта район чемпионне – Уйпуçĕнчи "Тайфун" ушкăна 3:0 шутпа çирĕппĕнех парăнтарнă. Иккĕмĕш çурма финалта вара шалти ĕçсен пайĕн "Динамо" команди питĕркассисен "Спартак" ушкăнне 2:0 шутпа выляса илнĕ. "Спартак" стадионра иртнĕ финал матчĕнче чи малтан "Динамо" 2:0 шутпа çĕнтерсе пынă. Анчах та юлашки 15 минут юлсан "Центр" очкосене танлаштарнă. Вун пĕр метртан мечĕк тапса кĕртнĕ вăхăтра Александр Патьянов хăйĕн командине çĕнтерÿ парнеленĕ, "Центр" кĕтнĕ Кубока тивĕçнĕ. Ăмăртусене хумханса сăнакансем икĕ финалист та тивĕçлĕ вылянине палăртнă. Асăннă турнирăн чи лайăх выляканĕсем шутне Сергей Петров, Александр тата Алексей Патьянов кĕнĕ. Çавăн пекех "Центр" командăн чысне Максим Албаков, Алексей Мадебейкин, Владимир Индряков, Евгений Борисов, Иван Ефимов, Денис Родионов, Алексей Еремеев, Сергей Матюшкин, Александр Самышкин тата Алексей Фондеркин хÿтĕленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика