16 сентября 2009 г.
Иртнĕ эрнере ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Куç микрохирургийĕ" тата "Контур" ТЯО-ра пулчĕ. Малтанах предприяти кăларакан таварсенчен йĕркеленĕ куравпа паллашрĕ.
Чăваш Ен правительстви пулăшнипе, инноваци проекчĕпе ĕçлекен "Куç микрохирургийĕ" тата "Контур" ТЯО 2008 çулта хирурги отраслĕ валли атравматика йĕппи кăларма тытăннă. Унăн пахалăхĕ ют çĕршывра хатĕрлекеннисенчен кая мар, хăш-пĕр енĕпе ирттерет те. Кунта ăсталакан медицина хатĕрне çĕршыври 300 ытла сиплев учрежденийĕ илсе тăрать, Беларуçпа Украина, Казахстан та туянаççĕ. Малашне юн тымарĕсене çĕлемелли хатĕр кăларма тытăнасшăн.
Предприятире Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам инноваци бизнесне аталантарас ыйтупа канашлу иртрĕ. Республика ертÿçи çакна палăртрĕ: "Куç микрохирургийĕ" тата "Контур" пысăках мар, анчах ăнăçлă ĕçлекен, малта пыракан предприятисем. Кунта çÿллĕ шайри технологипе хатĕрлекен продукци кăлараççĕ. Кризис вăхăтĕнче ĕç укçине тивĕçлĕ шайра тÿлени питех те вырăнлă. Тĕллев – ăна малашне те чакармалла мар. Кам ÿстерме пултарать – вĕсене тав тăвăттăм. Чи кирли – предприятин производство калăпăшне, ĕç укçине ÿстермелли малашлăх аталану планĕ. Ун чухне кăна экономика конкурентлă пулĕ".
Малалла сăмах инноваци бизнесĕ пирки пычĕ. "Пĕчĕк предпринимательлĕх – ĕçсĕр тăрса юлнă çынна унпа тивĕçтерме, харпăр хăйĕн пурлăх шайне упраса хăварма пулăшакан шанăç. Шăпах экономикăн çак секторĕ – инноваци полигонĕ", – палăртрĕ Николай Федоров.
Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пĕчĕк предпринимательлĕх валли укçа-тенкĕ 1,5 хут ытларах уйăрнă. Ку отрасле пулăшас тĕллевпе ятарласа агентство уçнă. Вăл пĕчĕк кредитсем пама тытăнчĕ ĕнтĕ. Республика харпăрлăхĕнчи çурт-йĕре арендăна илнĕшĕн тÿлемелли налук шайне 2009 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен чакарнă.
ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам инноваци бизнесĕ мĕнле аталанни пирки каласа пачĕ. Экономика кризисĕ тапхăрĕнче те вăл халичченхи шайрах. ЧР экономика тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин тĕнчери тата ют çĕршывсенчи куравсене хутшăнакан предприятисене 300 пин тенкĕпе парса пулăшнине пĕлтерчĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Л.Шимин пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас ĕçре республикăн тĕллевлĕ программи пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ.