16 сентября 2009 г.
Кăçал районти хуçалăхсен 3623 гектар кĕр тыррисем акса хăвармалла. Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 3213 гектар çĕр хатĕрленĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков каланă тăрăх, кĕрхи культурăсем акас тĕлĕшпе «Коминтерн» хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта 700 гектар йышăнакан лаптăка вăрлăх варăнтарса хăварнă. «Свобода» хуçалăх кăтартăвĕ 250 гектарпа, «Победăн» – 115, «Мочковашский» фермер хуçалăхĕн – 55, Ю.Ярадаев уйрăм предпринимателĕн 90 гектарпа танлашать. Шел пулин те, «Путь Ильича», «Авангард», «Асамат», «Телей» хуçалăхсенче кĕр аки тăсăлса пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, кĕр тыррисене мĕн пур лаптăкăн 80 процента яхăн акса хăварнă.
Агрегатсем тырă акнипе пĕрлех кĕрхи çĕртме тума активлă хутшăнаççĕ. Çак ĕçре «Победа», «Свобода», «Аккозинский», «Нива», «Мочковашский» хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла. Ку таранччен район уй-хирĕнче 800 гектара яхăн кĕрхи çĕртме туса хăварнă.