АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăра çĕнатикассисем малта

16 сентября 2009 г.

Иртнĕ эрнере районти тĕп стадиона çăмăл атлетикăна кăмăллакансем А.Николаев космонавт летчик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă эстафетăна пуçтарăннă. 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем малти вырăнсене тивĕçессишĕн çивĕч кĕрешнĕ. Уйрăмах çĕнатикассисем дистанцисене ăнăçлă вĕçленĕ. С.Петрейкина тренер ертсе пыракан командăсем старта ăнăçлă пуçланă, финиша та пĕрремĕш çитнĕ. Ку хутĕнче вĕсем – абсолютлă чемпионсем. 8-9 классем хушшинчи кĕрешÿре иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн команди çĕнсе илнĕ. 10-11 классенче вĕренекенсен тупăшăвĕнче вара Мăн Этмен шкулĕн команди иккĕмĕш пулнă.

Эстафетăра палăрнă çăмăл атлетсем иртнĕ шăмат кун Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçат парнине çĕнсе илессишĕн пулнă тупăшăва хутшăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика