16 сентября 2009 г.
Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 33 хутчен пушар алхаснă. Ку, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 9 тĕслĕх ытларах. Инкекре 1 миллион та 452 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кайнă. Вутра 3 çыннăн (2 арçынпа 1 хĕрарăм) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Акă, сентябрĕн 6-мĕшĕнче ирхине Атнарти Юрий Александрович Данилов хуçалăхĕнче мунча çунса кайнă. Сăлтавĕ – кил хуçисем вут-кăварпа асăрханусăр пулнинче. Çавăнпа çынсене кăмака хутса ярсан, электрооборудованипе ĕçлесен пĕр самантлăха та тимлĕхе çухатмалла маррине тепĕр хут аса илтерес килет. Уйрăмах ачасем шăрпăкпа вылясран асăрханмалла.
Инкексен шучĕ ÿссе пыни куç умĕнчех. Çакна шута илсех ĕнтĕ республикăра, çавăн пекех районта та августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен «Ачасен хăрушсăрлăхĕ» уйăхлăх иртет. Пушар хурал ĕçченĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасемпе профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ, инкекре хăйсене мĕнле тытмалли çинчен вĕрентеççĕ.
.