АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттермелле

16 сентября 2009 г.

Иртнĕ эрне кун ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă. Кун йĕркинче икĕ ыйту пăхса тухнă: пĕрремĕшĕ – районта венери чирĕсемпе чирлекенсем пирки сакăр уйăх кăтартăвĕсем, иккĕмĕшĕ – кăçалхи сакăр уйăх хушшинче уйрăм професси çыннисем медицина тĕрĕслевĕ витĕр епле тухни çинчен.

Комисси палăртнă тăрăх, районта сакăр уйăх хушшинче сифилиспа чирлекен тăхăр çынна тупса палăртнă. Ку чирпе чирлесси, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 1,14 хут ÿсни палăрать. Сăмах май, сифилиспа чирлекенсем 6 ялта пурăнни паллă. Вĕсенчен саккăрăшĕ ниçта та ĕçлемест, пĕри – училищĕре ăс пухать. Çул ÿсĕмĕпе илсен сифилиспа чирлисенчен иккĕшĕ 17-19 çулсенче, улттăшĕ – 20-29, пĕри – 30-39 çулта. Çакна та палăртмалла, ултă хусах арçын, качча кайман икĕ хĕрарăм, çемьеллĕ пĕр çын çÿлерех асăннă чирпе нушаланать. Арçынсенчен улттăшĕ те пĕр хĕрарăмран чир ертни паллă.

Сакăр уйăх хушшинче гонорейăпа чирлĕ сакăр çынна тупса палăртнă. Ку чире ертесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,1 хут чакни палăрать. 17-19 тата 20-29 çулхисем икшерĕн, 40 тата ытларах çулхи пĕр çын ку чирпе асапланаççĕ. Калас пулать, вăтам пĕлÿ паракан шкулта ăс пухакан пĕр ача, ниçта та ĕçлемен тăватă çын тата район тулашĕнче вăй хуракан виçĕ граждан гонорейăпа чирлĕ, вĕсем пурте арçынсем.

Çавăн пекех сакăр уйăх хушшинче 20 çын трихомонозпа, пĕр çын кандиломăмпа чирлине тупнă.

Комисси районта венери чирĕсемпе кĕрешес енĕпе хăйне евĕрлĕ ĕç пурнăçланса пынине палăртнă. Пур чирлĕ çын та юн анализне парать, çавна май вĕсене сифилиспа чирлĕ е чирлĕ маррине тĕрĕслеççĕ, çие юлнă хĕрарăмсене те сифилиспа гонорея чирĕсем тĕлĕшпе виçĕ хутчен тĕрĕслеççĕ, больницăра выртакан пур çынна та ку чирсем енĕпе тĕпчеççĕ.

Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни пирки сăмах пуçарас пулсан, ку енĕпе обществăлла апатланăвăн, шкул столовăйĕсен, "Четайское" тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пĕтĕмпе 368 çыннăн медицина тĕрĕслевне хутшăнмалла пулнă пулсан, пурте ун витĕр тухнă. Анчах та дояркăсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсенчен хăшĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухмасăр вăй хураççĕ. 40 дояркăна тĕрĕслемелле пулнă пулсан, вĕсенчен 28-шĕ (70:) кăна больницăна пынă.

Ача сачĕсенче тăрăшакан 162 çынран 115-шĕ (70,9:) çеç медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Çавăн пекех вăхăтлăх тытса усракан изоляторти çынсене пурне те тĕпчеменни палăрать. Сакăр уйăх хушшинче кунта 106 çын пулнă, вĕсенчен вуннăшне кăна (9,4 :) тĕрĕсленĕ. Райбольницăри ÿтпе венери чирĕсен кабинетĕнче чир ертме пултаракан хăрушлăх ушкăнĕнчи çынсен списокĕ çук, вĕсене тĕрĕслесси тата тĕпчесси пулса пымасть.

Ларăва пĕтĕмлетсе комисси членĕсем райбольницăн тĕп врачне ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсене хирĕç кĕрешес енĕпе санитарипе профилактика ĕçĕсене çутатас ĕçе вăйлатма, фельдшерсен вăйĕпе кашни ялта чир ертме пултаракан хăрушлăх ушкăнĕнчи çынсене (вĕсем пур пулсан) тĕрĕслеме хушнă. Çавăн пекех пур ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те ÿтпе венери чирĕсен кабинетне хăрушлăх ушкăнне кĕрекен çынсен списокне тăратма сĕннĕ. Шалти ĕçсен пайĕн начальникне вăхăтлăх тытса усрамалли изолятора лекекен пур çынна та ÿтпе венери кабинетне тĕрĕслев витĕр тухма яма, ар пурнăçне йĕркесĕр тытса пыракансене тупса палăртсан асăннă кабинета пĕлтерме хушнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика