16 сентября 2009 г.

Район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Иван Лаврентьевич ХОРАСЬКИН кăçалхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче хăй 60 çул тултарнине паллă турĕ.
Вăл Туканаш ялĕнче çуралнă, Атнарти вăтам шкула пĕтернĕ. Хыççăн Мари Республикинчи политехника институтĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ.
– 1966 çул маншăн чи телейлĕ те асра юлнисенчен пĕри пулчĕ, – терĕ Иван Лаврентьевич. – Шкул хыççăн эпир экзамен тытма Йошкар-Олари института тăваттăн кайрăмăр, вĕренме вара шăпа мана кăна пÿрчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ пур-çук укçи-тенкине пухса ачине кĕпе-тумтир, атă-пушмак, вĕренме тетрадь-ручка туянса панă. Каччăн вара, чăн та, ăс пухасси кăна юлнă. Пĕчĕкрен ĕçе, çут çанталăка юратма хăнăхнăскер, вăл вăрман хуçалăхĕн инженерĕн профессине алла илнĕ. Пилĕк çул епле иртсе кайнине сиссе те юлайман каччă.
Аслă шкул хыççăн И.Хораськина направленипе виçĕ çуллăха Казахстана ĕçлеме яраççĕ. Унта вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕн тивĕçне пурнăçласа пырать.
Çапах та Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕ, Туканаш ялĕ унăн чунне çывăхрах, илемлĕрех, пахарах пулнă. Совет çарĕнче службăра тăнă хыççăн вăл яланлăхах чăваш çĕрне таврăнать. Анчах та районта ун валли тÿрех ĕç тупăнмасть, вара çамрăк Тĕрлемес лесничествине лесничи пулăшуçине вырнаçать. Шăпах çак вăхăтра ашшĕ çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса каять, ватă амăшне пĕччен хăварма пултараймасть çамрăк.
Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă, – теççĕ ватăсем. Çакă тĕрĕсех-мĕн. Иван Лаврентьевич 37 çул ĕçлесе пур çĕрте те хăйне ырă енчен кăтартнă. Хăй вăхăтĕнче вăл районти потребительсен обществин председателĕнче те, мелиораци тытăмĕнче тĕп инженерта та, строительство организацийĕнче те, тĕп механикре те, районти халăх контролĕн инспекторĕнче те вăй хунă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, пур вăй-хала хурса пурнăçланă.
Вăл райпо председателĕнче ĕçленине асăнтăмăр ĕнтĕ. Çав çулсенче çичĕ лавкка çĕнĕрен тунă. Тавар çаврăнăшĕ ÿснĕ, магазинсем халăха кирлĕ таварпа туллин тивĕçтернĕ.
«Чувашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалĕн директорĕнче ĕçленĕ çулсем те Иван Лаврентьевичăн куçĕ умĕнчех. Маларах районти халăха газ баллонĕсемпе тивĕçтерсе тăракан мастер участокĕ çеç пулнă. Унта икĕ çын кăна ĕçленĕ. Кайрантарах çут çанталăк газĕ кĕртесси çине тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Иван Лаврентьевича çак йывăр участока ертсе пыма шансан, вăл предприятин çирĕп никĕсне туса хума шухăшланă. Чи малтанах предприятин пурлăхпа техника базине йĕркеленĕ, тĕрлĕ техникăпа оборудовани çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Çут çанталăк газĕ пирвай 1996 çулхи ноябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайри коммуналлă хуçалăхăн котельнăйне çитет. Хыççăн – Çĕн Атикассинчи шкула... Паянхи куна вара «сенкер çулăмпа» пур ялсенче те усă кураççĕ.
Тăватă çул каялла Иван Лаврентьевича район администрацине район пуçлăхĕн çумĕ пулма чĕнсе илеççĕ. Калас пулать, унччен те вăл район пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ: малтан района Ю.А.Николаев ертсе пынă вăхăтра, унтан В.Г.Орловпа. Паян вăл ялсене тата район центрне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пай специалисчĕсем çурт-йĕр çĕклес, çулсем тăвас, коммуналлă службăна аталантарас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.
Юбиляр хăй те ялта çурт çĕкленĕ, сад ĕрчетнĕ... Нумаях пулмасть çуллахи пÿрт туса лартнă. Кунта чечексем ешернине, пысăках мар фонтан шывĕнче чĕрĕ пулăсем ишсе çÿренине куратăн. Çапла вара Хораськинсен çемйи хăйсене валли чăннипех те çут çанталăкăн илемлĕ, чуна тыткăнлакан кĕтесне йĕркеленĕ.
И.Хораськин кулленхи ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн чылай Тав хучĕсене тивĕçнĕ. 2008 çулта ăна Чăваш Республикин Хула строительствин министерствин Хисеп грамотипе, кăçалхи июнь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Пысăк чыса чăннипех тивĕçлĕ вăл, Иван Лаврентьевич Хораськин.