АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕхе суд палăртать

16 сентября 2009 г.

Явап тытакан

Куçман пурлăх çине тивĕçлĕх (право) регистраци службинче регистрациленĕ самантран тухса тăни пурне те паллă. Тивĕçлĕхе регистрацилеме вара документсем кирлĕ.

Правона регистрацилеме суд йышăнăвĕ кирлĕ пулсан, явап тытаканни (ответчик) регистрацилекен орган пулмалла тесе хăш-пĕр граждансемпе адвокатсем тĕрĕс мар шутлаççĕ. Явап тытакан вырăнĕнче тавлашуллă объектăн тĕпкĕчисем (наследники) е куçман пурлăхпа усă куракансем пулмалла. Енчен те кун пеккисем çук-тăк, вырăнти хăй тытăмлăх органне явăçтарма юрать. Пурлăхăн харпăрлăхçи (собственник) çук пулсан, вăл хуçасăр шутланать тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ăна муниципаллă харпăрлăхăн правине йышăнтарма тăрăшма пултарать. Куçман пурлăх çине харпăрлăх правине йышăнассипе çыхăннă тавăç хучĕсем суд ĕçĕнче сахал мар тĕл пулаççĕ. Вĕсенче харпăрлăхçă правине хăйĕн çине регистрацилеме тата свидетельство пама регслужбăна хушма требованисем тăратаççĕ. Требованисем тăратма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен регслужба тавăç тăратаканăн правине пăсман. Унсăр пуçне гражданин куçман пурлăхăн хуçи пулнине çирĕплетекен суд йышăнăвĕ хăех патшалăх регистрацине тумаллине пĕлтерет. Чылай чухне суд, регслужба ыйтнипе, ку ĕçе чарса лартать. Палăртрăмăр ĕнтĕ, тивĕçлĕхе регистрацилесси правопа усă куракан хуçа регслужбăна заявлени, кирлĕ документсем тăратсан çеç пулать.

Сăмахран, Г.Я.Смирнов гаражпа 20 çул усă курнă, анчах та унăн официаллă майпа йĕркеленĕ документсем пулман. Унăн хăйĕн правине суд урлă çирĕплетме тивнĕ. Суд йышăнăвĕ Г.Смирнов майлă пулнă. Григорий Яковлевич суд йышăнăвĕ пурри çителĕклĕ тесе регслужбăна кайман. Арçын çĕре кĕрсессĕн вара ыйтусем сиксе тухнă: унăн тĕпкĕчисен гаража еткер пурлăхне кĕртме тепĕр хут судран пулăшу ыйтма тивнĕ.

Ирĕк çук

Енчен те тивĕçлĕхе унччен регистрациленĕ пулсан, ăна суд йĕркипе тавлашса илме пулать. Гражданинăн регистрациленĕ самантран право пуррине манмалла мар. Анчах та вăл урăх юридически факчĕсене (еткерлĕхе, приватизаци йĕркине, килĕшĕве) пула вăя кĕрет. Тĕслĕх илсе кăтартăпăр.

Мăшăрланиччен Ласточкинсем çурт илнĕ, харпăрлăхçă вырăнĕнче упăшки пулнă. Уйрăлнă хыççăн арăмĕ çурт пĕрле пухнă пурлăх пулнине йышăнасси çинчен суда тавăç хучĕ тăратнă. Суд унăн требованийĕсене пăхса тухнă, пурлăха мăшăрсем хушшинче пайланă. Ку гражданла ĕçе регслужбăна явăçтарман. Т.Ласточкина çурт пайĕ çине хăйĕн прави пуррине регистрацилеттерме тăхтаса тăнă. Çав хушăра упăшки çурта сутнă: регслужбăри кăтартусем тăрăх, вăл пÿртĕн пĕртен-пĕр хуçи-çке. Унтан хĕрарăм регслужбăна çитнĕ, анчах та... Халĕ Ласточкинан хăйĕн прави пирки çуртăн çĕнĕ хуçипе судра тавлашма тивет. Кун пек лару-тăрура регслужбăна явăçтармалла тата вăхăтра тивĕçлĕхе регистрацилемелле.

Суд йышăнăвĕпе тивĕçлĕхе регистрацилессин хăш-пĕр уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăтăмăр. Практика кăтартнă тăрăх, суд йышăнăвне пурнăçланă чухне сиксе тухакан ыйтусем тавăç хутне тăратакансем хăйсен требованийĕсене тĕрĕс çырманнипе çуралаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика