АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшÿре пурăнакан кил-йыш

16 сентября 2009 г.

Килĕшÿре пурăнакан кил-йыш

Хальхи вăхăтра чылай çамрăк вĕренсе тухсан хулара тĕпленсе пурăнма кăмăллать. Хăйĕн профессийĕпе ĕç тупаймасть пулин те. Мĕншĕн тесен кунта пурнăç вĕресе тăрать, пурăнма интереслĕ. Хулари пурнăç илĕртÿллĕ пулин те пурте унта талпăнмаççĕ, тăван тăрăхрах çемье çавăраççĕ, ача-пăча çуратаççĕ. Олеся Апалеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Фаизова) вĕсен шутне кĕрет. Олеся Уйпуçĕнчи тĕп шкултан вĕренсе тухсан алла повар профессине илме шутлать. Çавна май училищĕне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра вăл Хăмаркка каччипе Александр Апалеевпа паллашать. Çамрăксем хушшинче юрату туйăмĕ çуралать. Туйăмсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем пĕрлешме шут тытаççĕ. Каччăн ашшĕпе амăшĕ хирĕç пулмаççĕ, çамрăксене пĕрле туслă, килĕштерсе пурăнма пил параççĕ. Çапла майпа Хăмаркка кинĕ пулса тăрать Олеся. Халĕ 24 çулхи çамрăк хĕрарăм икĕ ача амăшĕ пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Анжелика 2005 çулта çут тĕнчене килнĕ, Арина вара – 2007 çулта. Кĕçĕн хĕрĕ "Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессин хушма мерисем çинчен" саккун хÿтлĕхне лекнĕ. Çавна май çамрăк çемье амăшĕн капиталне тивĕçнĕ. Ку укçа-тенкĕпе Апалеевсем çурт-йĕр çавăрасшăн. Хальхи вăхăтра вĕсем хунямăшĕпе Вера Федоровнапа тата хуняшшĕпе Анатолий Николаевичпа пĕрле пурăнаççĕ.

– Хунямапа килĕштерсе пурăнатпăр, вăл мана пур ĕçе те вĕрентрĕ. Тăван анне пекех çывăх вăл маншăн, – тет Олеся. – Мăнукĕсене питĕ юратать вăл, вĕсем те уншăн каçсах каяççĕ. Ачамсем тăван ялти садике çÿреççĕ. Мăшăрăм Самарăна ĕçлеме çÿрет. Хунямапа иксĕмĕр те Хăмаркка шкулĕнче ĕçлетпĕр. Ялта тĕпленнишĕн пĕрре те кулянмастăп, ял пурнăçĕ килĕшет мана.

Юратнă мăшăрпа килĕштерсе, хунямапа пĕр чĕлхерен пурăннинчен, ачасем сывă ÿснинчен тата лайăхраххи çут тĕнчере мĕн пур-ши?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика