АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕх тыткăнлать

16 сентября 2009 г.

Этем çĕр çинче хăйшĕн кăна пурăнмасть, унăн ырă ĕçĕ-хĕлĕ ытти çынсене те пархатар кÿрет. Çапла шутлаççĕ Упукушкăнчи Галина Григорьевнапа Михаил Алексеевич Осиповсем. Вĕсем пурăнакан çурт-йĕр, картиш, анкарти пурне те хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Акă, асфальт сарса хытарнă сукмак пысăк сад, капăр чечексем, таса шывлă фонтан, чуччуллă тата хăйăрлă ача-пăча площадки патне çитерет. Чун-чĕрене тыткăнлакан хăтлăх кунта...

– Çу кунĕсенче ăçта мĕн вырнаçтармаллине эпир хĕллехи вăрăм каçсенчех палăртатпăр, – тет Осиповсен хĕрĕ Ирина. – Ку ĕçе виçĕ ăру çыннисем – аттепе анне, эпĕ мăшăрăмпа тата пирĕн ачасем хутшăнаççĕ.

Халĕ вара тĕлĕнмелли кашни утăмрах. Хăнасем çăл умĕнче тăтăшах чарăнса тăраççĕ-мĕн. Бетон çаврашкасем çумне Урал чулĕсене хуни, унти куршаксенче пÿлĕмри чечексем ешерни тавралăха чăннипех капăр сăн кĕртет. Мĕн тĕрлĕ чечек çук-ши Осиповсен; Хуçса шутлама пÿрне çитмест. Каç енне туслă çемье дача çуртĕнче апатланма ларсан кашниех: ватти те, вĕтти те – анкартинчи илемпе киленнипе пĕрлех сарăлнă ырă та тутлă сывлăша кăкăр туллин сывлать. Çакă чун-чĕрене ăшăпа тата çутăпа тултарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика