16 сентября 2009 г.
«Ăçта-ши вăл телей, пурах-ши вăл çакă çутă тĕнчере;» – тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне çамрăк хĕрарăм иртнĕ çулсене аса илсе. Тĕрĕссипе вара, Зойăн хурланмалли пурнăçра чылай пулнă. Халĕ ĕнтĕ вăл хăй те çемьеллĕ, ялта пурăнать, виçĕ ача амăшĕ. Анчах ачалăх кунĕсене куççульленсе аса илет.
Зоя ашшĕ-амăшĕн ăшшине нихăçан та туйса курман. «Атте», «анне» ăнлавсем хĕрарăмшăн çуралнăранпах ют. Ăна кукамăшĕ пăхса ÿстернĕ. Вăл уншăн ашшĕ те, амăшĕ те пулнă. Хĕр пĕрчине вăлах ĕçе хăнăхтарнă, çын пулма вĕрентнĕ. Хăйĕн пĕтĕм юратăвне, ăшшине мăнукне пама тăрăшнă. Çапах та ачана амăшĕ çитменнине лайăх ăнланнă. Хăй те тăлăх пулса ÿснĕ-çке.
Зойăн амăшĕ пур. Таçта аякра пурăнать. Çамрăклах килтен тухса кайнă та ĕçкĕç арçынпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, унтан Зоя çуралнă. Хĕрарăм та эрех авăрне лекнĕ, çын ретĕнчен тухнă. Кукамăшĕ мăнукне хĕрхенсе хăй хÿттине илет. Пĕчĕк ачана ура çине тăратма ял хĕрарăмне йывăр килнĕ. Хĕр пĕрчи çине пăхса мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши вăл; Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех ача тăлăх ÿсни кулянтарнă ăна. Амăшĕ чун тĕпренчĕкĕпе интересленменни чунне кăшланă.
Зоя кукамăшне чун-чĕререн юратать. Вăл уншăн пĕртен-пĕр савăнăçĕ пулнă-çке. Хĕрарăм халĕ те унсăр тунсăхлать. Тăван яла час-часах çÿрет, ватăна пулăшать. Тĕл пулсан кукамăшне тÿрех ыталаса илет, куççульленет. Мĕншĕн тесен Зоя «анне» тесе каласа курман, ун ытамĕнче пулман. Амăшĕн ăшшине чунпа туйман. Çавăнпах халĕ çемьеллĕ хĕрарăм хĕр ачисене хăйĕн мĕн пур юратăвне, вăй-халне пама тăрăшать. Ачасем çирĕп çемьере ÿснишĕн хĕпĕртет. Чун тĕпренчĕкĕсем «анне, аннеçĕм» тенишĕн савăнать.
«Ачана амăшĕ кирлĕ. Эпĕ пĕчĕк чухне, кайран ÿссе çитсен те пĕрмай ăшра аннене чĕнеттĕм, йĕреттĕм. Вăл килмерĕ. Урамра ашшĕ-амăшĕпе утакан ачасене курсан ăмсанаттăм, чун ыратса килетчĕ. Мĕншĕн Турă мана çак телее паман тесе макăраттăм. Хама уй варринчи хăрăк йывăç пек туяттăм. Халĕ те хама кун çути панă çынна курас, ăна «анне» тесе чĕнес килет. Тен, курса калаçсан каçарăттăмччĕ пулĕ. Шанатăп, анне таврăнатех», – терĕ вăл юлашкинчен ассăн сывласа.
Çакăн пек шăпаллă пĕлĕш хĕрарăмпа курса калаçнă хыççăн тарăн шухăша путрăм. Чăн та, ача ашшĕ-амăшĕ пуртан телейлĕ, çемье хÿттинче вăл хăйне вăйлă туять. Эрех-çке пурнăçа пĕтерет. Йÿçĕ шĕвек авăрне лекнĕрен ашшĕ-амăшĕ ачисене пăхаймасть. Ĕçкĕç хĕрарăмсен йышĕ кунсеренех ÿсет. Чи пăшăрхантараканни – хăшĕсем 35 çула та çитменни. Малашне те каплах пулсан мĕн патне çитĕпĕр. Эрехшĕнех ачасен телейне тататпăр-ши?