19 сентября 2009 г.
"Нацисен чупăвĕ" кăçал çĕнĕлле иртĕ. Спорт уявне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар çеç мар, республикăри кашни хулапа район центрĕ хутшăнĕ.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче чупакансен чи пысăк йышĕ Шупашкарти залив хĕрринчи трасса çинче пулĕ. Чупу 12 сехетре пуçланĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем 4,6,8,12 пин метрлă дистанцисенче вăй виçĕç. Тăхăр çултан çамрăкрах ачасем пĕр çухрăма парăнтарĕç. Ятарлă ушкăн – министрсем, район-хула, учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем – 2014 метр чупĕç (Сочире иртекен Олимпиадăна халалланă).
Чупăва хутшăнакансем ятарлă футболкăсене тивĕçĕç. Чи хаклă парне – спорт велосипечĕ – чи вăрăм дистанцин çĕнтерÿçине лекĕ. Анчах ку çеç-и-ха; Парнесенчен те ырри тата лайăххи – сапăр кăмăлпа пĕр-пĕринпе хутшăнни-калаçни, туслăха çирĕплетни. Çак тĕллевпе ирттереççĕ те "Нацисен кросне".