19 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче районта, республикăри пекех, черетлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче пирĕн района Чăваш Республикин юстици министрĕ Валерий Павлович ПЕТРОВ ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ.
Шупашкартан килсе çитнĕ тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса канăçсăрлантаракан ыйтусемпе интересленчĕç, хуравсем пачĕç.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн Штанаш тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтан район пуçлăхĕпе юстици министрĕ Штанаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Н.Руссковпа тĕл пулса кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç. Унтан вĕсем Штанаш шкулĕн педагогĕсемпе тĕл пулчĕç.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Александр Петрович республикăри налук службин управленийĕн ертÿçин çумĕпе Лев Николаевич Гурьевпа Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансемпе, унтан Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи педагогсемпе тĕл пулчĕç.
Çак кун пурте "Ачалăха тата ачасен прависене хÿтĕлесси – Чăваш Енре тытса пыракан патшалăх политикин никĕсĕ» тема тавра калаçрĕç.
Кăнтăр иртсен пур ушкăн ертÿçи те райадминистрацинче пĕтĕмлетÿ тунă, ял çыннисем хускатнă ыйтусене тишкернĕ.