19 сентября 2009 г.
Çак кунсенче районти комисси хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрленине тĕрĕслеме пуçăннă.
Сентябрĕн 16-мĕшĕнче комисси членĕсем – район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков, ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.В.Елизарова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцин начальникĕ Г.А. Стекольщиков "Путь Ильича" хуçалăхри фермăсене çитсе курнă. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 200 ĕне тытаççĕ. Ĕне пуçне куллен 7,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 200 грамм сахалрах. Илнĕ продукцин 89 процентне патшалăха сутаççĕ.
Шулюри ĕне ферминче хĕле хатĕрленсе урлă выртана тăрăх çавăрманни питĕ тĕлĕнтерет. Акă, кунта тумалли ĕçсем пайтах. Сăмахран, урай улăштармалла, транспортер айĕнчи тислĕке тасатмалла. Шыв башни çумĕнчи çурт ишĕлсе аннă. Унăн никĕсне яма блоксем кирлĕ.
– Юсав ĕçĕсене çак кунсенчех тытăнатпăр, – тÿрре тухасшăн ферма заведующийĕ В.Шуськина. – Кĕçех строительство материалĕсем кÿрсе килмелле. Витене шал енчен дезинфекци туса шурататпăр.
Ачкасси фермине темиçе çул ĕнтĕ В.Гвоздев ертсе пырать. Кунта, чăнах та, хуçа пурри сисĕнет. Картишĕнче те, витесенче те тирпейлĕ. Çамрăк пăрусем тытмалли клеткăсене иртнĕ çул тунă. Вĕсем çирĕппипех-ха. Ферма ĕçченĕсем пухăннă тислĕке вăхăтра кăларса тăраççĕ. Шел пулин те, çитменлĕх те палăрчĕ. Акă, чуптармалли тына пăрусен витинчен кăларнă тислĕк стена çумĕнчех купаланса выртать. Çынсем çитменни ăна уй-хире кăларма чăрмав кÿрет иккен.
– Хĕл кунĕсенче тăрантарма утăпа сенаж çителĕклĕ пирĕн, – каласа пачĕ В.Гвоздев. – Апат ферма çывăхĕнчех.
Шулюра вара пачах урăхла ÿкерчĕк куратăн. Кунта 412 тонна сенаж пур ĕнтĕ. Анчах утă ферма çывăхĕнче питĕ сахал. Иртнĕ çулхи улăм та кунтах упранать. Ăна йĕркеллĕ купаласа хуни кирлĕ. Çавăн пекех çĕмрĕк чÿречесене çĕннисемпе улăштарма вăхăт.
Çакăн пек çитменлĕхсем мĕн çинчен калаççĕ-ха; Хуçалăх ертÿçисемпе зооветспециалисчĕсем фермăсене хĕле хатĕрлесси çине çиелтен пăхаççĕ. Ку кăна-и; Кăçалхи сакăр уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 20 центнер кăна аш-какай туса илнĕ. Çакă иртнĕ çулхинчен 7,6 центнер сахалрах. Сĕт илессипе кăтарту кăштах ÿснĕ. Кашни ĕне пуçне 1777 килограмм сĕт сунă. Ку пĕлтĕрхинчен 214 килограмм нумайрах.
"Авангард" хуçалăхăн ĕне ферми дирекци çуртĕнчен инçех те мар вырнаçнă. Эпир пынă чухне кунта картишĕнчи тислĕке уя кăларатчĕç. Ку аван ĕнтĕ. Ферма заведующийĕ З.Лукина витене кăтартса çÿрерĕ. Унта 65 пуç ĕне тытаççĕ. Тÿрех каламалла, çурт-йĕр кивелсе çитнĕ. Унăн маччине юсамалла, урайне çĕнетмелле. Вите çи виттине те йĕркене кĕртме вăхăт. Транспортер ĕçлеменнипе тислĕке чÿречесем витĕр кăларнă.
– Хĕлле ăна лашапа илсе тухатпăр, – терĕ ферма заведующийĕ. – Çынсем çитменни ĕçре чăрмав кăларса тăратать. Хальхи вăхăтра икĕ доярка кăна тăрăшать. Ĕç укçине уйăхсерен парса тăратпăр пулин те ферма енне пăхакан никам та çук.
Витесене йĕркене кĕртме тытăнман-ха. Л.Охтеркина директор каланă тăрăх, стройматериалсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Юсав бригади те пур. Анчах ĕç килĕшĕвне туса ĕлкĕреймен. Вăхăт вара васкатать. Фермăна йĕркене кĕртес ĕçе халех пуçăнмалла. Юлнă ĕçе юр хуплать, теççĕ.
Хуçалăх кăçалхи сакăр уйăхра 100 гектар çĕр пуçне 5,5 центнер кăна аш-какай туса илнĕ. Чăннипе, çак продукцие хатĕрлессине чакарнă. 100 гектар çĕр пуçне сĕт илесси кăштах ÿснĕ. Анчах та кашни ĕне пуçне сĕт сăвасси 64 килограмм чухлĕ чакнă. Хальхи вăхăтра пĕр ĕне вăтамран куллен 7,2 килограмм сĕт антарать.
– Кăтарту кунтан пысăкрах пулмаллаччĕ, – тет Л.Охтеркина. – Ĕнесем çаран курăкĕ çинче кăна çÿреççĕ. Нумай вăхăт çумăр пулмарĕ, çавна май вăл типсе ларчĕ. Пирĕн уйра нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕ пурччĕ. Пĕлтĕр кĕркунне ăна "Дар-Бройлер" ертÿçисем сухалаттарчĕç. Анчах унта кĕр тыррисем акса хăвармарĕç. Халĕ пусăра мăян кăна кашласа ларать. Пирĕн вара сĕт тухăçлăхĕ чакрĕ.
"Путь Ильича" тата "Авангард" хуçалăхсен хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлемелле. Хальлĕхе вĕсем ку тĕлĕшпе малта пыракансемпе танлашаймаççĕ.