19 сентября 2009 г.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе пĕрлех «Свобода» колхоз 10 гектар çинче хăмла лартса-пухса илет. Юлашки çулсенче республикăри хăмлаçăсем продукцие вырнаçтарма йывăрланнине шута илсе «симĕс ылтăн» пахчисен лаптăкĕсене пĕчĕклетсе пынине асăрхатăн. Анчах анатçĕрпÿкассисем чăваш хăмлин хăватне ăнланса отрасле малалла аталантараççĕ, гектар шутне пĕр шайра тытса пыраççĕ. Çак эрнере, юн кун, хуçалăх ĕçченĕсем тата кантурта, фермăра тăрăшакансем тимленипе асăннă продукцие кĕске вăхăтра уйран пухса кĕртнĕ. «Тухăç пĕлтĕрхинчен япăх пулмалла мар», – теççĕ хуçалăх специалисчĕсем.
Хăмла пахчинче пысăк опытлă механизаторсем ĕçленĕ. ЧХК-4 комбайна А.Кулагин, В.Терентьев, В.Максимов машинистсем пĕр тикĕс ĕçлеттернĕ. А.Кокарев тракторист хăмла çеçкисене уйрăм турттарса тăнă. Ял çыннисем паха продукцие тирпейлесе вырнаçтарса пынă.
Халĕ хуçалăх ертÿçи В.Бромбин «симĕс ылтăна» меллĕ вырнаçтарассишĕн тимлет.