19 сентября 2009 г.

Ольга Максимовнана пÿрт умĕнчи сак çинче канса лараканскерне курма тÿр килчĕ. Унăн хитре кулли чунсене ăшăтакан хĕвел пекех туйăнчĕ. Чăнах та, куллипе кăна мар, сăмахпа та вăй кĕртме, хавхалантарма пултарать çак ватă çын. Çапла кăна-и; Вăй-халĕ çитнĕ таран пурне те пулăшать, нихăçан та ĕçрен пăрăнса, чееленсе тăмасть. Хăйĕн çамрăклăхне аса илнĕ чухне те питĕ интереслĕ каласа парать: татах та татах итлес килет. Çавăнпа манăн унăн пурнăçĕ çинчен пĕлес туйăм çуралчĕ.
О.М.Таланцева 1926 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче Серенкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере вĕсем виçĕ хĕр ÿснĕ. Шел пулин те, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, ашшĕ те вĕсен вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ.
Çапла вара, мамаккăшĕ виçĕ хĕре ура çине тăма пулăшнă. Ольга Максимовна 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Енкĕлтри трактор курсĕсене çÿреме тытăнать. Унта вĕренсе пĕтерсен Яманкассинче, Кушлавăшра, Акташра вăй хурать.
– Вăрçă чарăннă кун йывăç каткана таптарăмăр...– аса илет яланлăхах ăшра юлнă, нихăçан манайми куна Ольга Максимовна.
Вăрçă хыççăн Хăмарккара молотилкăпа ĕçлеме тытăннă. Унта вăл 5 çул хушши вăй хунă.
Каярахпа Уйпуç каччипе, Алексей Петрович Таланцевпа, пĕр çемье çавăрнă. Вăл вăрманта тракторпа ĕçленĕ. Мăшăрланнă хыççăн Ольга Максимовна та вăрманта тимлеме тытăнать. Мăшăр 15 çул хушши пĕр тытăмра ĕçлет. Унтан Уйпуçне пурăнма куçаççĕ, вара ялти колхозра вăй хума тытăнаççĕ.
– Элекçи 17 çул каяллах çĕре кĕчĕ, – каласа парать Ольга Максимовна, тунсăхне пытарма тăрăшса.
Халĕ О.М.Таланцева пĕчченех пурăнать. Тăванĕсем килсех тăраççĕ, манмаççĕ. Мĕнле-ха манăн сăнпа кăна мар, чунпа та хитре, сăпайлă çынна...