АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Трактор» операци кăтартăвĕсем

19 сентября 2009 г.

Иртнĕ уйăхра районта та, республикăри пекех, «Трактор» ятпа профилактика операцийĕ иртнĕ. Ятарлă комисси, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсене хутшăнтарса, хуçалăхсенче тата уйрăм çынсем техникăпа мĕнле усă курнине, агрегатсен юсавлăхне, механизаторсен кирлĕ документсем пуррине тĕрĕсленĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче 71 трактора, çавăн пекех хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене тытса чарнă. Хăрушсăрлăх техникине пăснă виçĕ тĕслĕх, çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнман тепĕр тĕслĕх, патшалăх регистрацийĕн правилине пăхăнман пĕр тĕслĕх тупса палăртнă. Çичĕ тракторист-машиниста, предприятири должноçри пĕр çынна административлă майпа явап тыттарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, профилактика уйăхлăхĕнче пурĕ сакăр çынна 1400 тенкĕлĕх штраф панă.

Патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ Виктор Васюков каланă тăрăх, çакăн пек профилактика мероприятине ирттернин усси пысăк. Вăл юсавсăр техникăпа çула тухма чарса тăрать, механизаторсен дисциплинине çирĕплетме пулăшать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика