АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пирки ыйтусем

19 сентября 2009 г.

– Муниципаллă харпăрлăхри пÿлĕме апат-çимĕç лавкки валли 5 çул хушши ĕнтĕ тара тытатăп. Çак пÿлĕме харпăрлăха илме пултаратăп-ши?

– 2008 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчи федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен хăйсем тара илнĕ куçман пурлăха никама пăхăнман хак паракан (независимый оценщик) палăртнă пасар хакĕпе тÿлесе илме ирĕк пур. Анчах çак условисене пăхăнсан çеç:

1. Тара илнĕ пурлăхпа вăхăтлăх хуçа пулсан тата тăхтавсăр унпа виçĕ е ытларах çул усă курсан;

2. Ку пÿлĕме тара илнĕшĕн тар укçине кирлĕ вăхăтра куçарса пынă-тăк;

3. Тара илнĕ пÿлĕмĕн лаптăкĕ пилĕк тăваткал метртан сахал тата 10000 тăваткал метртан нумай пулмалла мар.

4. Тара илнĕ пÿлĕме пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене усă курма е хуçа пулма пама палăртнă патшалăхăн, муниципаллă пурлăхăн переченьне кĕртмен пулсан.

– Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем тÿлесе илекен куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилес тесен регистраци службине мĕнле документсем тăратмалла;

– Патшалăхăн е муниципаллă харпăрлăхран илекен куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилеме çак документсене тăратмалла:

а. Патшалăх регистрацийĕ çинчен заявлени ( сутаканпа илекен тăратаççĕ, регистраци службинче çырмалла);

ă. Заявлени паракан кам пулнине ĕнентерекен документ;

б. Юридици сăпачĕсен право пултарулăхне ĕнентерекен документсем;

в. Патшалăх пошлинине тÿлени çинчен документ тата унăн копийĕ (пайăр сăпатсен – 500 тенкĕ, юридици сăпачĕсен – 7500 тенкĕ);

г. Уполномоченнăй органĕсен патшалăхăн е муниципаллă пурлăха приватизацилес условисем çинчен калакан йышăнăвĕ;

д. Тара илнĕ пурлăха илсе сутнин килĕшĕвĕ;

е. Илекен пурлăхăн рынок хакне палăртни пирки отчет;

ĕ. 2008 çулхи августăн 5-мĕшĕччен тунă тара илнин килĕшĕвĕ (енчен те килĕшÿ Правасен пĕрлехи патшалăх реестрне кĕмен пулсан);

ж. Тара илнĕ пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ (енчен те тара илнĕ пÿлĕме арендатор кĕтмелле туянать пулсан);

з. Куçман пурлăх объекчĕн кадастр паспорчĕ (енчен те çак объект çине право пуррине Правасен пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрациленĕ-тĕк кирлĕ мар);

– Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ тара тытакан, тÿлесе илнĕ пÿлĕм çине харпăрлăх правине регистрацилес процедура мĕн вăхăт тăсăлать;

– Юридици сăпачĕсемпе граждансене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе регистраци служби хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, правасене патшалăх регистрацийĕ тăвас вăхăта кĕскетнĕ, вăл 15 кунпа танлашать.

– Эпĕ уйрăм предприниматель шутланатăп, тара тытнă пÿлĕме тÿлесе илес тетĕп. Анчах та тÿлев укçине пĕтĕмпех тÿлейместĕп. Ку лару-тăрура мĕн сĕнме пулать;

– Саккунпа килĕшÿллĕн, тара илнĕ пурлăха тÿлесе илессине пĕчĕк предпринимательлĕх хăй суйласа илет: тÿрех е кĕтмелле. Енчен те тара тытакан пурлăха кĕтмелле туянаççĕ пулсан, илсе сутнин килĕшĕвĕпе пĕрле çак пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ тумалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика