19 сентября 2009 г.
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ЧР Президенчĕн стипендине илме ĕмĕтленекен çамрăксенчен документсем йышăнма тытăннă. Вĕренÿре, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе, ăслăлăхра, пултарулăхра, производствăра, управлени ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн кирлĕ хутсене министерствăпа ведомствăна (вĕсем ĕçлекен тытăм хăшне пăхăнать – çавна) октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен çитермелле.
Ятарлă стипендие 14-30 çултисем илме пултараççĕ. Тăрăшуллă та хастар çамрăксене пулăшасси, вĕсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн тивĕçлĕ условисем туса парасси – Чăваш Енри политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. 1000 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн стипендине çулсерен илсе тăрать. Çак йыша эсир те лекме пултаратăр. Апла-тăк – васкăр!