19 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче районти тĕп стадионра Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ-2009» Чупу кунне халалланă кĕрхи кросс иртнĕ.
Районти физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен специалистсем çамрăксемпе шкул ачисене, аслăрах çулхисене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе сахал мар ĕç тăваççĕ. Акă, çут çанталăк сар хĕвелпе савăнтарнă вăхăтра çуран чупассипе ăмăртусем иртрĕç. Раççейри «Нацисен кросĕ-2009» Чупу кунне халалланă кĕрхи кросс та хăйне евĕрлĕ пысăк уяв пулнă. Чупăва шкул ачисем, ял тăрăхĕсенчи çамрăксем, аслă çулхисем чылаййăн хутшăнса çĕнтерÿпе савăнтарнă.
Яланхи пекех чи малтан кĕçĕн çулхи çăмăл атлетсем старта тăнă. Вĕсем 500 метрлă дистанцире вăй виçнĕ. Ку ушкăнра хĕр ачасенчен пурне те хыçа хăварса чи малтан финиша Атнар шкулĕн вĕренекенĕ О.Кузьмина çитнĕ, арçын ачасенчен – Хусанушкăнчи Н.Тимофеев.
1999 çулхисен кĕрешĕвĕнче хĕр ачасенчен 1000 метрлă дистанцие чи пĕрремĕш Хĕрлĕ Чутайри М.Филиппова вĕçленĕ, арçын ачасенчен пултарулăхпа А.Перепелкин (Атнар) палăрнă.
1997 çулхисем хушшинчи тупăшура О.Васюковапа (Хĕрлĕ Чутай) А.Андреев (Штанаш) чи вăйлисем пулнине асăнмалла.
1996 çулхи хĕр ачасем те пĕр километр чупассипе кĕрешнĕ. Ку ушкăнра Çĕн Атикассинчи А. Смирнована çитекенни пулман. Арçын ачасен дистанцийĕ вара 1,5 километрпа танлашнă. Хусанушкăнчи тĕп шкулта вĕренекен Н.Ятманкин финиша пĕрремĕш çитсе чемпион ятне тивĕçнĕ.
1995 çулхи çăмăл атлетсен ушкăнĕсенче Çĕн Атикассинчи спортсменсем Н.Сергеевапа П.Моисеев пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
1994 çулхи хĕрсем те пĕр километр чупнă. Финиша чи малтан Атнарти А.Батаева çитнĕ. Арçын ачасем вара 2 километра парăнтарассипе кĕрешнĕ. Ăнăçу Штанашри В.Ишмейкин енче пулнă.
Аслă классенче вĕренекенсем – хĕрсем – 1500 метра, каччăсем 3000 метра парăнтарассипе тупăшнă. Çĕнтерÿçĕ ята Çĕн Атикассинчи О.Ивановапа Ю.Давыдов тивĕçнĕ.
Наци кросне çамрăксем, аслăрах çулхисем вĕçленĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕр километрлă дистанцире кĕрешнĕ. Т.Артемьева, Г.Бархоткина, М.Ярадаева, О.Михеева (Мăн Этмен), С.Петрейкина, Г. Алексеева (Çĕн Атикасси), спорт шкулĕн тренерĕ, спорт ветеранĕ Л.Михуткина хăйсен ушкăнĕсенче чемпион ятне тивĕçнĕ. Арçынсен тупăшăвĕнче Д.Сидоров, В.Михеев, Н.Михеев (Мăн Этмен), И.Сатлайкин (Штанаш), В.Дадюков (спорт шкулĕ), В.Герасимов (Питĕркасси) хăйсен çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Кроса хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнисене Хисеп грамотисемпе тата премисемпе хавхалантарнă.
Çĕнтерÿçĕсем ыран Шупашкарта иртекен нацисен кросне хутшăнаççĕ.