19 сентября 2009 г.
Савăнăçра та, хурлăхра та...
Арлă-арăмлă пурăнма чиркÿ варринчи аналой умĕнче пиллеççĕ, ун çине чи малтан хĕреспе Евангели хураççĕ. Ку вăл хĕрпе каччăна арлă-арăмлă пурăнма Турă умĕнче ирĕк ыйтни пулать. Çакăнпа пĕрлех пÿлĕхçĕ ырă-сывă ача-пăча çуратса ÿстерме тивлет парать – çапла ĕнентерет христиансен тĕнĕ.
Çак утăма ярса пусас умĕн малтан çураçу йăлисене ирттерме йышăннă: чиркÿ çынни, священник, пĕрле пурăнма мăшăрланакан çынсен чунĕсем çăлăнччăр тесе кĕлĕ вулать, ун хыççăн вĕсене çĕррисемпе ылмашăнма хушать. Ăна сылтăм алăри ятсăр пÿрнене тăхăнтартнă самантран вĕсем хурлăхра та, савăнăçра та пĕр-пĕрне юратса, упраса пурăнма Турă умĕнче тупа тăваççĕ. Мăшăрланса пурăнма пилленĕ чухне каччăпа хĕр пуçĕсене кăшăл тăхăнтартаççĕ. Çакă хĕрпе каччă пĕр-пĕрин умĕнче таса, çылăхсăр, аскăн шухăшсăррине пĕлтерет. Акă мĕншĕн качча каякан хĕрĕн çи-пуçĕ те яланах юр пек шурă.
Евангели вуланă хыççăн пĕр куркаран сыптараççĕ мăшăра: виçĕ сыпкăмпа тата сывламасăр ĕçмелле хĕрлĕ тĕслĕ тутлă эрехе. Хăйсен ĕмĕрĕнче савăнăçне те, хуйхине те пĕрле тÿссе ирттерме хатĕррине, йăлтах пĕр-пĕринпе пайланине çирĕплетет çакă. Кун хыççăн тин çеç чăмăртанакан çемьен сылтăм аллисене тытса пĕрлештерет пачăшкă – арăмне чиркÿ ирĕк панипе качча илнине палăртать çакă. Вĕсене Евангели кĕнекине хунă аналой тавра хăйĕн хыççăн ертсе çаврăнать вăл.
Мăшăрланакансем Турра вуçех те ĕненмеççĕ, ыттисен умĕнче курнăçланас тĕллевпе кăна венчете тăраççĕ пулсан ку пулăма чиркÿ профанаци тесе йышăнать. Йăласене ирсĕрлетни пулать çакă. Харпăр хăйне кăна юратса, мăнна хурса Турă ирĕкне пăхăнмасăр пурăнсан венчете тăнин усси пулĕ-ши; – теççĕ ĕненекенсем те.
Хальхи вăхăтра чиркÿ венчете тăма кăмăл тăвакансене хапăл. Çамрăксем мăшăрланассине пĕлсе тăванĕсем е ытти çывăх çынни чиркĕвĕн пĕр кунне ятарласа йышăнма та пултараççĕ. Тепĕр чухне туй кунне те венчете тăратаççĕ, тÿлев хутне кассăра илмелле те священникпе вăхăт пирки калаçса татăлмалла.
Палăртнă кун чиркĕве служба пуçланиччен çитсен аванрах. Çур çĕртен вара пĕр чĕптĕм апат та тутанма, шĕвек ĕçме юрамасть. Туйчченех арлă-арăмлă пурăнма пуçланă-тăк венчет умĕнхи çĕре те пулсан уйрăм вырăнсем çинче ирттерме сĕнет чиркÿ. Çылăхсене каçарттармалла, кĕлĕ вуламалла. Ун хыççăн сехете яхăн вилнисене асăнаççĕ. Çав вăхăтра çемье çавăракансен венчете тăмалли тумĕсене тăхăнмалла. Хĕрарăмсен уйрăмах тимлĕрех пулмалла: уйăх хушши венчете тăмалли кунпа тĕл килмест-и; Çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак кун пек чух ытлашши: 1-2 сехет ура çинче тăма тивет вĕт. Тăвансем литурги вăхăтне ĕлкĕрсен питĕ лайăх. Асăнмалăх фотокамера, фотоаппарат çине ÿкерес текенсен малтан пачăшкăран ирĕк ыйтмалла. Мăшăрланакансене ура пусма шурă пир кирлĕ пулать. Хĕрарăмсен чиркĕве çара пуçăн кĕме юраманнине те ан манăр. Пуçа хуплакан кăпăшка, чĕнтĕрлĕ фатана е тутăра алăри çунакан çуртапа тивертесрен сыхланмалла. Ÿт-пĕве сĕрмелли, сăрланмалли, чиперленмелли хатĕрсене пĕр кунлăх килте "манса хăварсан" та юрать. Турăшсене чуп тунă чухне вĕсене писевпе вараласран асăрханăр. Духи-одеколонпа сапăнни вырăнсăр, вĕсем çурта шăршипе хутшăнса пуçа ыраттарма та пуçлаççĕ. Çак сăлтава пула тăна çухатса ÿкнĕ тĕслĕхсем те пулман мар. Каччăпа хĕрĕн те, тăванĕсен те хĕрес çакмалла, енчен те çумра пулмасан чиркÿре туянма май пур.
Штамплă çемьесем кăна
Вулакансен çак ыйтупа çыхăннă çырăвĕсене эпир Раççейĕн хĕн курнă таса çыннисен чиркĕвĕн иерейне Владислав аттене хуравлама ыйтрăмăр.
– Венчете тăман çемьесене чиркÿ еплерех йышăнать;
– Патшалăх саккунĕсемпе чăмăртаннă кил-йыша хисеплет вăл, аташса арлă-арăмлă пурăнакансене кăна сивлет. Христос тĕнне ĕненекенсене çав-çавах венчете тăма сĕнет. Турра ĕненменни – унăн шухăшĕпе тÿрре тухмалли пĕртен-пĕр сăлтав.
– ЗАГСра çырăнмасăрах ача-пăча çуратнă, тахçантанпах килĕштерсе пурăнакан çемьесемшĕн венчете тăманни пĕлтерĕшлĕ-и вара;
– Паспортри пĕчĕк штамп пĕлтерĕшне эпир хальччен ним вырăнне те хуманни паян пушшех те лайăх курăнать. "Гражданла упăшкăр" ыран аварие лексе автансăр тĕнчене ăсансан эсир хăвăр валли пурлăхра унăн сăн ÿкерчĕкне те асăнмалăх хăвараймастăр. Чиркÿ ĕçĕ мар çакă, паллах, анчах саккун йĕркипе пурăнман çемьесене чăннипех те шел.
Психологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру татах кăткăсрах. Хут çирĕплетсе пурăнманни пĕр-пĕрне шанманнине, тепĕр çын пурнăçĕшĕн яваплăх тытмасăр самантрах уйрăлса кайма хатĕррине пĕлтермест-и-ха; Вырăн пирки сăмах пуçарсан эсир – упăшкипе арăмĕ, яваплăх тавра калаçнă чухне – ют çынсем. Çавăнпа та йĕркеллĕ, сывă общество çакăн йышши пулăмсене сивлет, Турă вара пушшех те.