23 сентября 2009 г.
Юбилейлă 50-мĕш сезона хатĕрленнĕ май Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ куракан валли кĕтменлĕхсем хатĕрлесех тăрать: çĕнĕ проектсемпе премьерăсем, пултарулăх каçĕсемпе бенефиссем. Çавăн пекех театра гастрольпе ют çĕршывсенче те кĕтеççĕ. Çак ыйтăва нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире анлă сÿтсе яврĕç.
Театрăн илемлĕх ертÿçи Ольга Нестерова пĕлтернĕ тăрăх, сезон яланхи пекех темиçе спектакльпе уçăлĕ: наци опери, балет, ача-пăча спектаклĕсем пулĕç унта. Сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Григорий Хирпÿн «Нарспи» опери чаршава уçĕ. «Тĕп партие Людмила Яковлева тата Василий Николаев юрлĕç. Çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ», – терĕ Ольга Сетнеровна.
Сцена çине Иван Снегирев, Константин Москалев, Татьяна Прытченкова, Лариса Васюхина артистсем пуçласа тухĕç. Театрăн балет труппин çĕнĕ йышĕнче – Сергей Скворцовпа Алексей Зайцев.