23 сентября 2009 г.

Тунти кун "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕнче "Вĕсен асапланăвĕпе Раççей тасалĕ" ятлă курав уçăлчĕ. Калас пулать, вăл республикипех çÿрет, пирĕн районта ку курав октябрĕн 19-мĕшĕчченех пулĕ. Ăна Шупашкарти арçынсен мăнастирĕн дьяконĕ Иосиф хатĕрленĕ. Кунта Чăваш çĕрĕ çинчи репрессие пула шар курнă пачăшкăсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, вĕсем çинчен çырнисемпе, следстви ĕçĕсен докуменчĕсемпе паллашма пулать. Турра ĕненнишĕн репрессиленисен сăн ÿкерчĕкĕсене Голгоф тăвĕ евĕр йĕркеленĕ. Тĕлĕнмелле пысăк ĕç пурнăçланă Иосиф атте. Ку ĕçе сăмахпа ăнлантарса параймăн, ăна куçпа курмалла. Куравпа чи малтан район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотекăра тăрăшакансем, Хĕрлĕ Чутайпа Атнар шкулĕсенчи вĕренекенсем паллашрĕç.
Курава уçнă май Иосиф атте иртнĕ ĕмĕр историйĕ, Чăваш Енри хĕн-хур, асап курнă çветтуй çынсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл каланине итлесен куç умне чуна çÿçентерекен ÿкерчĕк тухса тăрать. Нимĕнле айăпа кĕмен таса этемсем усал шухăшлă çынсене пула инкек тÿснĕ-çке. Акă, Элĕк районĕнчи Ураскилтри М.Самсонов çветтуя илĕпĕр. Ăна Улатăрти колоние репрессиленĕ, унтан персе пăрахнă. Сăмах май, ку колонире Чăваш Енри 8 пачăшкă куçне хупнă.
Пирĕн районти Иван Никитич Трофимов пачăшкăн кун-çулĕ те инкеклĕ вĕçленнĕ. Вăл çул çитсен Çар ретне тăнă, аманнă. Киле таврăнсан авланнă, чиркÿре ĕçлеме тытăннă. Чи малтанах Атнарта пономарь пулса ĕçленĕ, унтан Хĕрлĕ Чутай салинче – дьяконта. Мĕн чиркĕве хупичченех кунта тăрăшнă. 30-мĕш çулсенче унăн пурлăхне туртса илнĕ, хăйне арестленĕ. Унăн Шупашкарти колонире "кирпĕч шутлама" тивнĕ. Унпа пĕрле Питĕркасси çынни те пулнă иккен. Çак çын каласа панă тăрăх, И.Трофимова çаппа-çарамас хăварса путвала хупаççĕ. Йĕке хÿресене пула ăна вилĕм кĕтнĕ. Çапла асаплă вилнĕ вăл. Сăмах май, унăн хĕрĕ пурăнать. Курав вăхăтĕнче вăл хăйĕн ачалăхне, ашшĕпе çыхăннă аса илÿсене каласа панисене видео курса паллашма пулчĕ. Халĕ ватă ĕнтĕ вăл, анчах та ачалăхри хăрушă вăхăтсем унăн чун-чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Ашшĕне куççульленмесĕр аса илеймест.
Çапла, репрессие лекнĕ Чăваш Енри пачăшкăсен шăпи хурлăхлă пулнă.
Куравра Штанаш чиркĕвĕнче ĕçлекен Алексей атте, Етĕрне районĕнчи Владимир атте сăмах каларĕç. Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Шереметьева Иосиф атте чăннипех пысăк та пархатарлă ĕç пурнăçланине, вăтăрмĕш çулсем халăх асĕнче тарăн йĕр хăварнине, ку вăхăтра пачăшкăсем çеç мар, интеллигенци те инкек тÿснине палăртрĕ.
Курав пĕлтерĕшĕ питĕ анлă та тарăн. Вăл Чăваш Енри пачăшкăсен шăпипе паллаштарнисĕр пуçне пĕр-пĕрне хисеплеме, хуть те мĕнле вăхăтра е самантра этем ретĕнчен тухмалла маррине, яланах çынлăха упрама вĕрентет.